18 октября 2019 г.
Пĕрремĕш класа вĕренме килнĕ ачасемшĕн шкул пурнăçĕ - хăйне евĕрлĕ асамлă тĕнче. Кунта пĕтĕмпех çĕнĕ, кăсăклă. Авăн уйăхĕн пĕрремĕш кунĕсенчех ачасемпе шкул столовăйĕнче, библиотекăра, спорт площадкинче пултăмăр. Паян вара - шкул музейĕнче.
Кашниех тăван халăх культурипе ачаран паллашма пуçлатăр. Музейра пулса курни çак ĕçĕн малтанхи утăмĕсем пулчĕç те ĕнтĕ. Вĕренекенсем кунта тĕрлĕ экспонатсемпе паллашрĕç: ĕлĕкхи тĕрлĕ савăт-сапапа, ĕç хатĕрĕсемпе, тумтирпе, авалхи пурнăçа сăнлакан сăн ÿкерчĕксемпе... Класс ертÿçи пĕчĕкскерсене чăвашсен авалхи пурнăçĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Пурте кăсăклансах итлерĕç, ыйтусем те пачĕç.
Çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен те аса илтĕмĕр. Вăрçа хутшăннă хамăр ентешсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе паллашрăмăр, тĕрлĕ документсене тишкертĕмĕр.
Курмалли, пĕлмелли нумай пулчĕ. Класа килсен те пĕрремĕш-сем нумайччен лăпланаймарĕç, хăйсен шухăш-кăмăлĕсене каласа кăтартрĕç.
Çитес вăхăтра ачасемпе Тă- вайĕнчи краеведени музейне çитсе курасшăн. Пĕрремĕшсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ çак куна.
Источник: "Ял ĕçченĕ"