26 июля 2019 г.
Шкулчченхи учрежденисене çÿрекенсене экологи воспитанийĕ пани - тавралăха юратма, çĕр, шыв, чĕр-чунсемпе ÿсен-тăрансен тĕнчисен пĕлтерĕшĕсене ăнланма вĕрентни.
«Эколята-дошколята» проектпа килĕшÿл- лĕн «Радуга» шкулчченхи учрежденире ĕçлекен Л.Михайловапа Н.Колоколова воспитательницăсем тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ «Эколята» мультфильма пăхса ачасем çутçанталăка юратакан йĕкелсемпе паллашнă. Вĕсем чăрăшпа туслă пурăнаççĕ иккен, вăрмана упраççĕ, унта пурăнакансемшĕн тăрăшаççĕ, ачасене тавралăхпа паллашма, туслашма, ăна юратма пулăшаççĕ.
Ачасем патне хăнана вăрман хуçи пынă, конвертра - пурнăçламалли заданисем.
-Пĕр енне усă курсан, кăларса пăрахиччен тепĕр енне те çырса перекетлемелле хута.
-Пÿлĕмрен тухнă чухне электроэнергие, йăлари приборсене сÿнтермелле.
-Алла сÿпĕнленĕ чухне кранран юхакан шыва чармалла.
Мероприяти вĕçĕнче ачасене çутçанталăка юратакансен отрядне илнĕ, медальонсем çакса янă, Хисеп грамотисем панă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"