Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хăвăрт çитĕнме тивнĕ пире…»

17 мая 2019 г.

«Хăвăрт çитĕнме тивнĕ пире…»

Тăрмăшри вулавăшра «Читаем детям о войне» халăхсем хушшинчи акцие хутшăнса паттăрлăх урокĕ иртрĕ. Асăннă мероприяти июнĕн 20-мĕшĕчченех пырать. Унăн тĕллевĕ - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен çырнă ача-пăча литературин чи лайăх произведенийĕ- сене тĕпе хурса çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парасси, вĕсен гражданла ăнланулăхне çирĕплетесси.

Вулавра С.П.Алексеевăн «Рассказы о войне» кĕнеки пулчĕ. Ун тăрăх Аслă Çĕнтерĕ-ве çывхартма хавхалантарнă пĕлтерĕшлĕ çапăçусем çинчен нумай çĕннине пĕлчĕç ачасем. Уйрăмах «Холм Жи-рковский» калавпа кăсăкланса паллашрĕç. Тишкерĕ-ве пурте активлă хутшăнчĕç. Акци ячĕпе кĕнеке куравĕ те хатĕрленĕ. Вулавăшри «Поклонимся великим тем годам» урока 6-мĕш кадет класĕнчи вĕренекенсем, историпе обществознани учителĕ Вячеслав Гаврилович Сидоров хутшăнчĕç. Унта сумлă хăнапа, вăрçă ачипе Владимир Иванович Ялугинпа тĕплĕнрех паллашма май килни кашнин чун-чĕринчех тарăн йĕр хăварчĕ.

В.И.Ялугин 1937 çулхи çурла уйăхĕнче Тăрмăш ялĕнче çуралнă. Хăйĕн çулне параймăн ăна, паянхи кун та икĕ урапаллă транспортне, велосипедне, сывлăхĕшĕн чи çывăх тусĕ вырăнне хурать.

Çăмăл пулман унăн ачалăхĕ. Вăрçăн асаплă çулĕсенче Владимир пек 5-6 çулхи шăпăрлансем те ĕç çумне çыпăçнă. 5 литрлă пичкесемпе уйра ĕçлекенсем валли куллен виçĕ хутчен шыв турттарнине аса илчĕ вăл. Йĕтемри, хирти ĕçсене те хутшăннă, терĕ.

-Эпир, ачасем, çурхи тавралăх чĕрĕлессе куç пек кĕтеттĕмĕр. Вĕлтĕрен, пултăран, çеçпĕл, серте, ытти ешĕл курăксем татма каяттăмăр. Выçă хырăма симĕс яшкапа та лăплантарнă,-сÿтĕлчĕ вăрçă ачин калаçу çăмхийĕ, хушăран унăн куçĕсем шывланнине те асăрхарĕç çамрăксем. –Анне шĕшкĕ кăчăкĕ пуçтарса килсе типĕтетчĕ, унтан ăна ал арманĕпе авăртатчĕ. Е тата юр кайса пĕтнĕ-пĕтменех уя крахмал пухма каяттăмăр. Чĕрĕллех те çине ăна.

Вăрçă ачисем те нумай хĕн-асап тÿснĕ. Çĕршыв хăрушлăхра чухне «Пĕтĕмпех - фронтшăн» чĕнÿпе тăрăшнă тылра юлнисем. Чăтнă, тÿснĕ, аслисенчен юлас темен ача-пăча та. Ытла та хăвăрт çитĕнме тивнĕ пире. Хальхи пурнăçа кăтартасчĕ кун-çулĕ ытла та çамрăкла татăлнă тантăшсене. Апат-çимĕçĕ çителĕклĕ. Хырăм тутă, вĕренмелле те вĕренмелле çеç сирĕн,-терĕ Владимир Иванович. В.Г.Сидоров та вăрçă ачисене тĕрлĕ ĕçе явăçтарни çинчен чарăнса тăчĕ.

Тĕлпулăва килнисем ĕç ветеранĕн мухтавлă кун-çулĕпе хавхалансах малалла паллашрĕç. Ыйтусем па-чĕç. В.Ялугин ялта 7 класран вĕренсе тухсан лашасем пăхма вырнаçнă. 1957 çулта механизаци шкулне пĕтернĕ, Казахстана тухса кайнă. Унта чăваш каччине çĕнĕ трактор шанса панă. Ял хуçалăхĕнчи ĕçсене хастар хутшăннă. Яла таврăнсан элеваторта тăрăшнă. Унтан Тăрмăш хуçалăхĕн-че 27 çул гусеницăллă тракторпа ĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 49 çулпа танлашать. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн тĕрлĕ наградăсене тивĕçлĕ пулнă.

-Владимир Иванович, эсир пирĕншĕн чăннипех те ырă тĕслĕх. Пирĕн те сирĕн пек çирĕп кăмăл-туйăмлă пуласчĕ. Эсир, ветерансем, пире Тăван çĕршыва юратма, хамăр тăрăха, аслисене хисеплеме, кирек мĕнле ĕçе те яваплăн пурнăçлама вĕрентетĕр. Тавтапуçах, сывлăхлă, вăрăм кун-çуллă пулăр,-терĕç вĕренекенсем ялти сумлă ĕçченпе сывпуллашнă май.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика