12 апреля 2019 г.
Шупашкарта чăваш чĕлхи кунне халалланă «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн куçăмлă тапхăрĕ иртнĕ. Ăна йĕркелекенсем - Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствипе Вĕрентÿ институчĕн Регионсен аталанăвĕн центрĕ. Фестивале 1-4 классенче вĕренекенсем хутшăннă. Пурте вĕсем район-хула тупăшăвĕнче мала тухнă. «Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Янра, чăваш юрри», «Чăваш ташши», «Чăваш апачĕ» номинацисенче 160 ачана яхăн хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Тутар Республикипе Самар облаçĕнчи шкулсенче вĕренекенсем те хутшăнма кăмăл тунă унта.
Фестивальте Тăвай район ачисен пултарулăхĕпе те кăмăллă юлнă. «Янра, чăваш юрри» номинацире Тăвайри «Тайна» ушкăн 2-мĕш вырăн йышăннă (ертÿçи - Г.Н.Никонова).
Тĕмер шкулĕнче 4 класра вĕренекен А.Краснов вара «Чăваш апачĕ» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Амăшĕпе пĕрле шăрттан пĕçерме Антон хăй те хутшăннă. Муниципалитет шайĕнчи конкурсра та çак апат-çимĕçе хатĕрлес ăсталăхĕпе палăрнăскер, республикăра та район чысне ăнăçлă хÿтĕленĕ.
Антон хăйĕн проекчĕпе паллаштарнă май, Чăваш Ене, пин-пин юрă, пин-пин тĕрĕ çĕршывне, юратнинчен пуçланă калаçăвне.
«Апатпа та вăл пуян,
Пÿремеч, серте яшки,
Хăпарту, хуран кукли,
Тултармăш, ĕне ырри,
Шăрттан вара - чи тутли...» Чăн-чăн чăваш апатне мĕнле пĕçернине сăвăлласа та такмакласа сăнласа панă. Амăшĕпе пĕçернĕ çимĕçе жюри членĕсене астивсе пăхма сĕннĕ. Конкурс вăхăтĕнче ватă çын пек тумланса тухса ăста халапçă пулнине те кăтартма пултарнă. Çăмăллăн ташласа та, илемлĕн юрласа та тĕлĕнтернĕ. «Сире чăваш шăрттанĕ сывлăх парĕ»,-рекламăласа вĕçленĕ юлашкинчен сăмахне. «Антон маттур! Антон маттур!»-тени илтĕнсе тăнă залран. Фестиваль хыççăн журналистсем интервью илнĕ маттур Тĕмер ачинчен. Илемлĕ сăвă йĕркисен авторĕ хăйĕн юратнă вĕрентекенĕ Елена Михайловна пулнине, вăл чăваш йăли-йĕркисене упрас, ачасен пултарулăхне аталантарас тесе пĕтĕм вăй-халне хурса тăрăшнине пĕлтернĕ. Сумлă жюри пĕр шухăшлă пулса çак номинацире Тĕмер ачин ĕçне «Чи лайăххи» тесе йышăннă. Унăн вĕрентекенне конкурса тĕплĕн хатĕрленĕшĕн тав тунă.
Антон - тĕрлĕ енлĕ пултаруллă. «5» паллăсемпе кăна вĕреннисĕр пуçне спортпа туслă. Тĕл перессипе, çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе чупассипе, ЮИД енĕпе районти ăмăртусене хутшăнать. Сцена çинче чăн-чăн артистран кая мар. Пĕлтĕр республика шайĕнчи «Туслăх хĕлхемĕ» фестивальте призерсен шутĕн-че пулнă пулсан, кăçал мала тухнă, ав (сăн ÿкерчĕкре конкурс вăхăтĕнче).
Ашшĕпе амăшĕ ачисен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнаççĕ, вĕсене аталанма мĕнпур майсем туса пама тăрăшаççĕ. Шкулпа тачă çыхăну тытнă май та, кирлĕ вăхăтра пулăшу аллине тăсма яланах хатĕр. Çемьере 3 ача çитĕ- нет. Кил пуçĕ Сергей Егорович - ăста строитель, мăшăрĕ Людмила Анатольевна ялти ача садĕнче воспитательницăра тăрăшать. Антонăн пиччĕшĕ Стасик техникумра вĕренет, йăмăкĕ Даша 3-мĕш класра пĕлÿ пухать. Красновсен çемйи туслă, ĕçчен, ял-йышра хисеплĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"