12 апреля 2019 г.
2019 çул - пирĕн çĕршыври пĕтĕм ăслăлăх пĕрле-шĕвĕсемшĕн питех те пĕл-терĕшлĕ. Пĕрлешнĕ нацисен организацийĕн Генеральнăй ассамблейи хими элеменчĕсен Периодика таблицин Пĕтĕм тĕнчери çулталăкĕ тесе йышăннă, ăна Дмитрий Иванович Менделеев Периодика таблицине уçнăранпа 150 çул çитнине халалланă. Раççейре вырăссен паллă ученăйĕ çуралнăранпа 185 çул çитнине уявлаççĕ.
Раççей Федерацийĕн Вĕ-рентÿ министерстви Менделеев эрнинче «В контакте» тата «Instagram» социаллă сетьсенче тĕрлĕ тематика мероприятийĕсем йĕркеленĕ.
«Захимичь с нами» конкурса Енĕш Нăрвашри вăтам шкулти 3 класра вĕренекен Матвей Ахметов та хутшăннă. Вăл хими учителĕ Лидия Ванерке ертсе пынипе пурнăçланă опытăн видеороликне «Instagram» социаллă сете тăратнă.
Конкурсри 130 ытла ĕçрен виçĕ çĕнтерÿçĕне палăртнă. Паллах, вĕсен йышне Енĕш Нăрваш шкулĕнче вĕренекен кĕме пултарни пысăк çитĕнÿ.
Лидия Кузьминична - хăй ĕçне чун-чĕререн парăннă педагог, 35 çул ĕнтĕ шкул ĕçĕнче. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Вĕ-ренекенĕсемпе тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕсене хутшăнать. Кăçал вăл Республикăри Вĕрентÿ институчĕ ирттернĕ «Чи лайăх хими урокĕ» номинацире призерсен шутĕн-че пулнă.
Çак эрнере Нăрваша Мускавран Вĕрентÿ министерствинчен парне çитнĕ. Конкурсра çĕнтернĕшĕн тивĕçнĕ цифрăллă микроскопа шкула парнелеме йышăннă Ахметовсен çемйи.
Источник: "Ял ĕçченĕ"