Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене чысланă

05 апреля 2019 г.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене чысланă

Тăвайри вăтам шкулăн актовăй залĕнче 2019 çулхи професси ăсталăхĕн конкурсĕсен çĕн- терÿçисемпе призерĕсене чысланă. Тăвай районĕнче вĕрентÿ организацийĕсен педагогĕсем хушшинче «Çулталăк учителĕ», «Çулталăк воспитателĕ», «Чи лайăх класснăй» конкурссем ирттересси йăлана кĕнĕ.

Кăçал районти «Çулталăк учителĕ» конкурса шкулсен шайĕнче çĕнтернĕ 8 учитель, «Çулталăк воспитателĕ» конкурса шкулчченхи пĕлÿ паракан тытăмăн 6 педагогĕ тата «Чи лайăх класснăй» конкурса 8 класс ертÿçи хутшăннă. Вĕсем пурте Тăвай районĕнчи вĕрентÿ организацийĕсенчи харпăр хăй ĕçĕн ăстисем пулнине кăтартса панă.

«Çулталăк учителĕ» ята професси ăсталăхĕн конкурсĕнче Тăрмăшри вăтам шкулта математика вĕрентекен Павел Сергеевич Владимиров çĕнсе илнĕ. «Çулталăк воспитателĕ» ята Тăвай ялĕнчи «Радуга» ача сачĕн воспитателĕ Ольга Валерьевна Сидорова тивĕçлĕ пулнă. «Чи лайăх класснăй» конкурсра Тĕмерти вăтам шкулти класс ертÿçи Валентина Николаевна Чумышева çĕнтернĕ.

Асăннă конкурссен çĕнтерÿçисен çитес эрнерех республикăри конкурссене хутшăнма, чи лайăх педагог ятшăн кĕрешме, хăйсен тарăн профессионаллăхне, пултарулăхĕ-пе эрудицине кăтартса пама тивет. Ăнăçусем сире!

Чыслав мероприятине хăйсен юрри-ташшипе ача-пăча искусствисен шкулĕн «Тайна» ансамблĕ (ертÿçи - Галина Никонова), «Радуга» ача сачĕн воспитанникĕсем (ертÿçи - Ольга Андреева) тата Тăвай шкулĕн-че вĕренекенсем илемлетнĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика