15 марта 2019 г.
Валентина Белова - райадминистрацин вĕренÿ пайĕ çумĕнчи психологипе педагогика, медицинăпа социаллă пулăшу паракан центр директорĕ. Шаннă ĕçе пĕлсе, тĕрĕс йĕркелесе пыма тăрăшать.
Унсăр пуçне логопед ĕçне пысăк ăсталăхпа пурнăçлать. Вĕренÿ занятийĕсенче ытларах 5 çултан иртнĕ шăпăрлансемпе пуçламăш классенче вĕренекенсем пулаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ тĕрлĕ ыйтупа канашлать унпа, ачи-пăчипе занятисене пĕрле хутшăнса, ывăлĕ-хĕрĕсен çыхăнуллă пуплевне аталантарма педагог сĕнĕвĕсене шута илсе тимлеме тăрăшать.
Иртнĕ çул пултаруллă специалиста «Раççей Федерацийĕн вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ят парса чысланă. Маларах панă наградăсен шутĕнче - Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисем, Хĕрарăмсен Чăваш Енри союзĕн тата ытти Тав хучĕсем. Иртнĕ çултанпа вăл вĕрентÿ ĕçченĕсен районти профсоюз юхăмне йĕркелесе пырать. Коллективра та, ял-йышра та пысăк хисепре Валентина Ивановна.
Источник: "Ял ĕçченĕ"