18 января 2019 г.
Элпуç шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Петр Алексеевич Никифоров - пирĕн хаçатăн чи хастар ялкорĕ. Вăл - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. «Ял ĕçченĕ» хаçатăн Тав хучĕсене темиçе хутчен те тивĕçнĕ, редакцин Хисеп хăми çинче пулнă.
Ачаранпах хаçат-журналпа туслă эпĕ. Шкулта вĕреннĕ çулсенче кашни чăваш килнех 5-6 экземпляр килсе тăратчĕç вĕсем. Пурте ĕçленĕ е вĕреннĕ пулсан та, пĕр хаçатне те, пĕр журналне те вуламасăр хăварман. Халĕ те çулленех чăвашла хаçат-журнал çырăнса илетĕп. «Хыпар», «Хресчен сасси», «Тăван Атăл» тата, паллах, «Ял ĕçченĕ» - манăн кăçалхи туссем.
Уйрăмах район хаçатне юратса вулатăп. Чи малтан алла илетĕп. Епле-ха унсăр, тăван район хыпарĕсемпе паллашас, унăн пултаруллă çыннисем çинчен çырнă материалсене вулас килет.
Вăтăр çул ытла ĕнтĕ «Ял ĕçченне» çырса тăратăп. Шкул, воспитани, чĕлхе, культура тата ытти ыйтусене хускататăп статьясенче. Манăн материалсене ыттисем те кăмăлласа вулани, паллах, хавхалантарать.
Куллен Интернетри хыпарсемпе паллашсах тăратăп пулин те, алла хаçат тытмасан темĕн çитмен пек туйăнать. Ман шутпа, паянхи саманара информаци технологийĕсем аталансах пыраççĕ пулсан та, пичет пĕлтерĕшĕ нихăçан та çухалмĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"