01 февраля 2019 г.
Кĕçех чĕрĕк ĕмĕр çитет Н.Г.Ахтимирова хăйĕн кун-çулне педагогика ĕçĕпе çы- хăнтарнăранпа.
Шупашкарти педагогика институтĕнче филологи факультетне пĕтернĕ Тăвай хĕрне Мучар ялне ĕçлеме янă. Йăрăс пӳллĕ те ăшă туйăмлă вĕрентӳçĕ патне ачасем тӳ-рех туртăнма пуçланă. Ятарлă пĕлӳллĕ специалист пулманран чăваш чĕлхипе литературине те вĕрентме сĕннĕ ăна. Чăваш ачисем тăван чĕлхене вĕренесшĕн мар та кунта вара вырăс ачисемпе ĕçлемелле: вулама, çырма хăнăхтармалла. Нумайăшĕ чăваш алфавитĕнчи саспаллисене те пĕлмеççĕ... Чăваш йăли- йĕркисемпе паллаштарнă май, уявсемпе кăсăклантарма пуçланă, вĕсем унта кăмăлласах хутшăнни хавхалану кӳнĕ çамрăк вĕрентекене. Халĕ те ĕçĕнче нацисен хутшăнăвĕсене çирĕплетессине тĕп тимлĕхе хурать вăл. Вырăс классикĕсемпе вĕсен хайлавĕсем, авторсен пурнăçĕн-чи пулăмсем çинчен сехетшер те калаçма пултарать, вĕренекенсемпе сӳтсе явать. Уроксенче ачасене интереслентерме, ĕçлеттерме пĕлет Наталия Геннадиевна, çав вăхăтрах пурнăçра усăллă ĕçсем тумалли, лайăх вĕренмелли çинчен калаçать.
Н.Ахтимирован ĕç опычĕ ӳссе пынă, ăсталăхĕпе паллаштарса районти педагогсене темиçе хутчен уçă уроксем панă. «Çулталăк учителĕ-2003» конкурсра çĕнтерсе, республикăра район чысне ăнăçлă хӳтĕленĕ.
Ачасене юратакан тата хăйĕн ĕçне чĕререн парăннă, лайăх пĕлекен учителĕн вĕренекенĕсем предмет олимпиадисенче, ăслăлăх конференцийĕсемпе конкурссенче малти вырăнсене йышăннă. Ачасен çемьери лару-тăрăвĕпе вĕсен кăмăл-туйăмне, мĕнле кружок-секцисенче çӳ- ренине пĕлсе тăрса кашнин патнех чун уççи пур унăн, мĕн пирки калаçмаллине пĕлет. Выпускникĕсенчен нумайăшĕ юратнă учителĕ аслă юлташĕ вырăнĕнче юлнине, ырă сĕнӳ-канаш пама яланах хатĕррине палăртаççĕ.
Н.Ахтимирова вĕрентӳпе воспитани ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртсе инноваци проекчĕсен конкурсĕсене хутшăнать. Пултаруллă вĕрентекенĕн вĕренекенĕсем те маттур ĕнтĕ. Светлана Баранова «Живая классика» конкурсра республика шайĕнче призерсен йышне кĕнĕ.
«Вĕрентекенĕн вăхăт таппипе тан утмалла, çамрăк граждансене малашлăха ша-нăçлăн пăхма хăйĕн тӳпине хывмалла»,-тет чĕрĕк ĕмĕр ĕçлекен педагог.
Наталия Геннадиевна урок- сем хыççăн учительсен пĕр-лештернĕ районти хорăн репетицийĕсене çӳреме те ĕлкĕ-рет. Тата куллен район центрĕн- чен Мучара ĕçе васкать.
Ăсталăхне, тӳрĕ кăмăлĕ-пе пуçарулăхне кура Наталия Ахтимирована шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма шаннă. Ĕçри хастарлăхĕшĕн вĕрентӳ пайĕн, Чăваш Республикипе Раççей Федерацийĕн вĕрентӳ министерствисен, район ад-министрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Хĕрĕн çитĕнĕвĕсемшĕн, унăн пархатарлă ĕçĕшĕн амă- шĕ епле хĕпĕртемĕ-ха? Людмила Васильевна тивĕçлĕ канăва тухиччен райпора бухгалтерта тăрăшнă. Алла аттестат илнĕ хыççăн хĕрачине математика учительне вĕренме ярасшăн пулнă.
- Наташа вара Екатерина Титовна пек вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен пулатăп тетчĕ,-калаçăва хутшăнчĕ Л.В.Ахтимирова.
Тăвайра пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ Екатерина Федорова паян унăн ĕçне шанчăклăн тăсакан вĕренекенĕпе чăннипех те мухтанма пултарать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"