08 февраля 2019 г.
Тĕмер шкулĕнче ĕçлекенсемпе вĕренекен-семшĕн январь уйăхĕнче паллă кун пур. Вăл - кăрлачăн 28-29-мĕшĕсем.
Калинин фрончĕ, Кондраково ялĕ... 1943 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче каçхине пирĕн ентеш Николай Афанасьевпа тепĕр тăватă салтака тăшман дзотне аркатма приказ панă. Коля ушкăна ертсе пынă. Тăшман татти-сыпписĕр персе тăнă. Салтаксем пĕрин хыççăн тепри юр ăшне тирĕннĕ.
Н.Афанасьев аслă сержант амбразура патне шуса çитнĕ, ăна хăйĕн кĕлеткипе хупласа хунă. Çапла пурнăçĕ çамрăкла татăлнă унăн. Николай Афанасьева вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.
Ентешĕн паттăрлăхне асра тытса шкулта тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр. Çав паллă кун çамрăк йĕлтĕрçĕсем Тĕмер шкулĕнчен пуçласа Кармала çити йĕлтĕрпе чупасси, палăк умĕнче митинг ирттересси тата район шайĕн-че шкул командисем тĕл перессипе ăмăртасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Шкул ачисен «Короб добра» ушкăнĕ, волонтерсен отрячĕ палăк умне юртан хырса тасатассине йĕркеленĕ. Хамăр алăпа чăрăш лăссинчен кăшăл тăватпăр, сценари хатĕрлетпĕр, палăк умĕнче сăвăсем калатпăр. Кăçал шкулти çар мухтавĕн залĕнче «Подвигу жить в веках» ятлă çĕнĕ стенд хушăнчĕ. Тĕмер ял тăрăхĕн администрацийĕ пулăшрĕ ăна тума. Унта Коля Афанасьевăн пурнăçĕпе тата паттăрлăхĕпе тĕплĕнрех паллашма пулать.
Кăçал та çак паллă кун çар мухтавĕн залĕн-че пĕтĕм шкул пуçтарăнчĕ. Паттăр салтакăн тăванĕсем - унăн тăван йăмăкĕн Раиса Афанасьевнăн хĕрĕсем Елизавета Николаевна Толмашенко çыравçăпа Надежда Николаевна вĕрентекен килчĕç. Шкул директорĕ Альбина Николаева паттăра малашне те асра тытăпăр, терĕ. Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Иванов ачасене Коля Афанасьев пекех хастар та хăюллă пулма, тăрăшса вĕренме чĕнсе каларĕ. Е.Н.Толмашенко паттăра асра тытнăшăн тав турĕ, çамрăксене çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ӳсме сунчĕ. Малалла ачасем йĕлтĕр сырса Кармал еннелле тапранчĕç.
Паттăра асăнса йĕлтĕрпе чупассине пиллĕк-мĕш çул ирттеретпĕр шкулта. Ку çула парăнтарма вăйлă та харсăр ачасем çеç пултараççĕ
Источник: "Ял ĕçченĕ"