Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Поэт-юбилярсене чысласа

21 декабря 2018 г.

Поэт-юбилярсене чысласа

Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, çĕнĕ технологисен тапхăрĕнче шкул ачисен вулас туртăм иккĕмĕш вырăна юлчĕ. Вĕрентекенсем çамрăк ăрăва илемлĕ литературăпа ытларах кăсăклантарас, хăйсем тĕллĕн вулама хавхалантарас шутпа шкулсенче чылай ĕç туса ирттереççĕ. Нумаях пулмасть Элпуçĕнчи вăтам шкулта çыравçă-юбилярсене халалланă вырăс чĕлхипе литература эрни иртрĕ.
Ачасен çул ÿсĕмне кура шкулта икĕ пысăк мероприяти пулчĕ. 5-7 классенче вырăс çыравçине Борис Заходера чысласа «Путешествие в страну Вообразилию» уяв иртрĕ. Мероприятие хатĕрленсе вĕренекенсемпе вĕрентекенсем паллă сăвăç кун-çулне çутатакан стена хаçачĕсем кăларчĕç, сценкăсем валли тумсем хатĕрлерĕç, сăвви-юррисене илемлĕ вулама вĕренчĕç.
Аслă классенче вĕренекенсем вара Эдуард Асадов пултарулăхĕпе «Сражаюсь, верую, люблю» ятлă литература каçĕнче паллашма пултарчĕç. Паллă сăвăçăн синкерлĕ шăпи вĕренекенсене хумхантарчĕ, тарăн шухăшлă сăвă йĕркисем вара юратупа туслăх, пурнăçпа вилĕм, этем шăпи çинчен шухăшлаттарчĕç, чуна тыткăнласа пурнăç чăнлăхне туйтарчĕç.
Поэзи каçĕсем интереслĕ иртрĕç. Малашлăхра ачасен вулас туртăмĕ çирĕпленессе шанас килет.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика