11 января 2019 г.
1884 çулхи кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче Аслă Тăрмăш ялĕнче (Аслă, Кĕçĕн Тăрмăшсем пулнă) ачасене вĕренме Павел Сидоров ял çынни килĕнче шкул уçнă пулнă. Ăна халăх укçипе тытса тунă. Учительсен вара вăхăтсерен тÿлевсĕрех ĕçлеме тÿр килнĕ. Шкула уçма, ăна тĕрĕслесе тăма Вырăс Нăрваш чиркĕвĕн священникĕ Н.М.Богородицкий нумай вăй хунă. Чи малтанах 18 арçын ача вĕренĕве пикеннĕ. Пĕрремĕш учитель Енĕш Нăрваш шкулне пĕтернĕ Михаил Семенов, Тăрмăш çыннисенчен вара Антон Порфирьевич Порфирьев (Жаворонков) пулнă (1890-1896 çулсенче вĕрентнĕ).
1896 çулта ялти Турмышка шывĕн хальхи плотина патĕнче Çĕрпÿ управи йĕркеленипе шкул çурчĕ туса лартнă. Унта 30 ача вĕреннĕ. Ял аталансах пынă. 1918-1920 çулсенче Тăрмăш ялĕнче 2205 çын пурăнни паллă (халĕ вара 1538 çын кăна). Шкула каймалли 458 ачаран 172-шĕ вĕреннĕ (хальхи пек). Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче малтанхи утăмсем тума, ăна аталантарма нумай учитель вăй хунă: И.П.Разин - пĕрремĕш заведующи, хăйĕн килĕнче шкул уçнă, П.Г.Григорьев - аслă пĕлÿ илнĕ пĕрремĕш учитель, директор, М.Т.Григорьева - пĕрремĕш хĕрарăм-учитель, 40 çула яхăн тăван шкулта вăй хунă тата ыттисем.
1934-1938 çулсенче кăна çĕнĕ проектпа пысăк шкул тума пултарнă. 1960 çулта 8-мĕш класс уçнă, 1968 çулта (50 çул каялла) ачасем пĕрремĕш хут вăтам шкултан вĕренсе тухнă.
Паянхи виçĕ хутлă, кирпĕч-рен купаланă кермен пек çурта 1979-1981 çулсенче туса лартнă. Çакăнта П.Я.Яковлевăн тÿпи питех те пысăк. 10 çул хушши директорта тăрăшрĕ вăл. Петр Яковлевич «РСФСР халăх вĕрентес ĕç отличникĕ» паллăна, «Хисеп Палли» ордена тивĕçнĕ.
Кунтан вĕренсе тухнă, халăх çинче паллă çыннисемпе чăннипех те савăнма пултарать Тăрмăш шкулĕ: 40 çын «Тава тивĕçлĕ ĕçчен» ята тивĕçнĕ, 5 композитор, 2 халăх артисчĕ, наукăсен кандидачĕсемпе ученăйсем - 11-ĕн, спорт мастерĕсемпе кандидачĕсем - 9-ăн. Вырăнти тĕпчевçĕсем Тăрмăшпа Лачкасси ялĕсен, шкул историйĕ-сем çинчен кăна 6 кĕнеке пичетлесе кăларнă.
Тăрмăш шкулĕ малалла ăнăçлă аталанать, 1950 çулсенче шкула, 7 класлă кăна пулсан та, 462 ача вĕренме çÿренĕ. Чи сахалли вара 2011 çулта пулнă - 153. Паянхи куна 1-11 классенче 175 ача вĕренет, 17 учитель тăрăшать. Ачасем тарăн пĕлÿ илсе тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсене ăнăçлă хутшăнаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, пĕлтĕр районта иртнĕ предмет олимпиадисенче 3-мĕш вырăна тухрĕç.
Çулленех кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шкул уявĕ иртет. Çак кун тĕрлĕ конкурссемпе спорт ăмăртăвĕсем пулаççĕ. 2019 çулта уяв Тăрмăш шкулĕ 135 çул тултарнипе çыхăннă. Ăна халалланă çĕнĕ истори стенчĕсемпе тата баннерсемпе капăрланчĕ шкул. Тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем, вĕрентекенсем, вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ, хăнасем çак кун шкула килсе курма пултараççĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"