11 января 2019 г.
Ку сăн ÿкерчĕкре эсир Йăнтăрчăри пĕ-тĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти Нина Геннадиевна Кузьминана вĕренекенĕсемпе пĕрле куратăр. Иртнĕ çул вĕçĕнчи номерте çырнăччĕ ун пирки. Истори, право, обществознани предмечĕсене кăмăллакансемпе уроксем хыççăн юлса та тĕрлĕ тема пăхса тухаççĕ вĕсем, вăхăта шеллемеççĕ.
-Вĕрентекен профессийĕ чи пархатарлисен шутне кĕрет, вăл ачасене пултаруллă та пуçаруллă пулма хистет. Çакă чăннипех яваплă та хисеплĕ ĕç. Пысăк ăсталăхăра, ăсăра, тăрăшулăхăра пула тата ачасене чунтан юратнăран эсир вĕренекенсенчен пурне те пĕлме ăнтăлакан ăслă та пултаруллă, çирĕп тĕллевлĕ, пурнăçра хăйсен пултарулăхĕпе туллин усă курма пĕлекен çынсем туса ÿс- теретĕр,-интереслентĕм хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлакан Н.Кузьминаран.
-Хальхи вăхăтра республикăра çĕнĕ шкулсем çĕкленеççĕ, пирĕн районта та инновациллĕ вĕренÿ çурчĕ пур Тăвай ялĕнче, Йăнтăрчăри шкула та юсаса çĕнетсех тăраççĕ. Классене çĕнĕ хатĕр-хĕтĕрпе пуянлатаççĕ, çамрăксене вĕренме хавхалантармалли лайăх майсем йĕркелеççĕ. Çавăнпа вĕрентÿре вăй хурса ĕçлес, ачасене пĕлÿ патне туртăнтарассишĕн ытларах та ытларах тăрăшас килет»,-тет Нина Геннадиевна, пĕрле ĕçлекенсене пурне те ырлăх-сывлăх сунать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"