07 декабря 2018 г.
Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул коллективĕ те чăвашлăха аталантарассишĕн чылай тимлет. Пĕрремĕш хутра вĕсем этнографи кĕтесĕ йĕркеленĕ. Пир тĕртмелли станок, чÿлмек, кăкшăм тата ытти савăт-сапа та пур унта. Чăваш чĕлхипе литератури урокĕсем те иртеççĕ этнографи кĕтесĕнче.
Нумаях пулмасть ЧНК районти уйрăмĕн членĕ-сем хаваспах кăмăл турĕç çĕнĕ экспонатпа - асанне çÿпçипе паллашма.
-Асанне, паян пирĕн пата пĕрле вĕренекенсем килетпĕр, терĕç. Эсĕ пире ĕлĕк мĕнле улах ларни пирки каласа кăтартăн.
Тата...
-Тата мĕн-ха, мăнукăм;-ыйтать асламăшĕ (И.Николаева учительница).
-Çÿпçери япаласене курасшăн вĕсем.
-Аюк, унта малтан йĕрке тумалла, çÿпçине çуса тасатмалла,-килĕшесшĕн мар асли.
-Асанне, эпĕ çÿпçине таса шывпа хăвăрт çуса типĕтетĕп, япалисене майласа хуратăп,-тет хĕрача. Кĕçех çаннă тавăрса ĕçлеме пуçлать вăл.
-Пулчĕ, çÿпçере йĕрке турăм,-пĕлтерет юлашкинчен.
Кĕçех алăка шаккаççĕ, чăваш тумĕ тăхăннă хĕрачасем кĕрсе сак çине вырнаçса лараççĕ тĕррисемпе. «Питĕ ятуллă эрешсем тăватпăр-çке эпир, тата кашнинех урăхла»,-тет асанне вĕренекенсем мĕнле ĕçленине сăнанă май. Унпа пĕрле ЧНК Тăвайри уйрăмĕн хăш-пĕр членĕсем - А.Кириллов, В.Чайкин, Л.Данилова, А.Никитина ачасен эрешĕсене пахаларĕç. Çав самантра алăка шаккаççĕ. «Кам унта;»-ыйтать асанне. «Эпир, арçын ачасем, улах ларма килтĕмĕр»,-теççĕ урамран. «Асанне, кĕрт, вĕсем те çÿпçери япаласене курасшăн»,-васкатать аслине хĕрача. «Юрĕ-çке, юрĕ»,-килĕшрĕ унпа асламăшĕ.
Пÿрт тулсах ларчĕ. И.Николаева учительница çÿпçерен тухья кăларчĕ. «Кам пĕлет; Мĕн ку;»-ыйтрĕ пĕр ачи. «Ăна ĕлĕк хĕрсем туйсене тăхăнса кайнă. Тухья, теççĕ куна»,-хуравларĕ Ирина Николаевна. Хĕрачасем пĕри те тепри тăхăнса пăхрĕç илемлĕ япалана. «Ах, мĕнле капăр ку тухья. Мĕнле хатĕрлеççĕ ăна;»-тата ытти ыйту пачĕç ачасем пуçа тăхăнмалли тенкĕллĕ япала пирки. «Ку япала мĕннине кам пĕлет;»-ыйтрĕ асанне çÿпçерен хушпу кăларса. «Арçын ачасене тăхăнмалли пуль»,-хăюсăррăн сасă пачĕ тепри. Пухăннисем ахăлтатса кулса ячĕç.
-Çук, куна туйра хĕрарăмсем тăхăнаççĕ, хушпу теççĕ ăна»,-пĕлтерчĕ И.Николаева учительница. Хăш-пĕр хĕрачасем хушпупа тухьяна тăхăнса унталла-кунталла уткаласа та пăхрĕç. Çÿпçери ытти япаласене те кăлара-кăлара сăнарĕç, эрешсемпе интересленчĕç. Унтан чăвашла юрларĕç ачасем асаннепе пĕрле, ташларĕç, вылярĕç те. Çапла питĕ кăсăкланса паллашрĕç улахрисем асанне çÿпçипе, тата вĕсен хăнисем - ЧНК Тăвайри уйрăмĕн членĕсем, сăмах та тухса каларĕç, чăваш чĕлхипе литературишĕн çапла малашне те тăрăшма сунчĕç ачасене. Чăваш улахĕ пурне те кăмăла кайрĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"