14 декабря 2018 г.
«Асамат кĕперĕ» ача сачĕн заведующийĕ Лариса Григорьева хăйсен туслă коллективĕнчи ачасене чун-чĕре ăшшине паракан Лариса Фомина, Вероника Грибова, Наталия Волкова, Наталия Колоколова, Анна Федорова, Ольга Сидорова, Галина Михайлова, Лилия Михайлова, Марина Петрова, Надежда Иванова воспитательсене ырă енчен палăртрĕ. Л.Фомина «Çулталăк воспитателĕ» конкурсра çĕнтерсе, республикăра пиллĕк-мĕш пулнă, акă.
Паянхи сăмахăм ырă чунлисенчен пĕрин çинчен пулĕ.
Надежда Егоровна Иванова ?хĕр чухне Кайсарова пулнă/ шкулта вĕреннĕ чухнех пуласлăхне ачасемпе ĕçлессинче курнă. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн ку енĕпе республикăн тĕп хулинче ятарлă специальноç илсе тăван тăрăха таврăннă. Хăй çуралса ÿснĕ Тĕмер, унтан Киччĕ шкулĕсенче кĕçĕн классенчи ачасене вĕрентнĕ.
Малашнехи ĕç биографийĕ вара шкулчченхи учреждени ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă. Район центрĕнче «Асамат кĕперĕ» ача сачĕ хута кайнăранпах кунти шăпăрлансене пурнăçра малтанхи утăмсем тума, ырри патне çул хывма вăй-халне шеллемесĕр ĕçлет. Вĕсен пултарулăхне вăхăтра асăрхаса, малалла аталантарас тесе хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшать. Ахальтен мар пултаруллă воспитателĕн ачисем районти тĕпчев ĕçĕсемпе конкурссенче малти вырăнсем йышăнаççĕ, республикăра палăрнисем те сахал мар. Акă нумаях пулмасть кăна Геннадий Волков академика халалланă конкурсра призерсен йышне кĕме пултарнă. Чылайранпа ĕнтĕ Н.Иванова воспитательница районти «Ял ĕçченĕ» хаçатпа çыхăну тытать. Çамрăк ăрăва воспитани парас ыйтăва хускатать статйисенче, пĕрре кăна мар редакцин Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Сăмах май, садикре ĕçлекенсенчен чылайăшĕ тепĕр çул валли район хаçатне çырăннă ĕнтĕ. Хальхинче Н.Емельянова, Н.Исакова подписчиксем хушăнчĕç тата.
Садикре ĕçлемех çуралнă тесе калас килет Надежда Егоровна пирки. Ачасем юратаççĕ ăна, пĕрле ĕçлекенсем, ашшĕ-амăшĕ хисеплеççĕ. Кăçалхи çу уйăхĕн вĕçĕнче хатĕр- ленÿ ушкăнне çÿренĕ 13 ачана пĕрремĕш класа ăсатрĕ. Паллах, воспитательница вĕрентни-хăнăхтарнисем çăмăллăх кÿчĕç вĕсене. Учительсем те çирĕп-летеççĕ çакăн пирки. Шкул çулне çитнисемпе сывпуллашнă хыççăнах тинтерех кăна утма вĕреннисене, ÿсĕмĕпе чи пĕчĕккисене, ăшă кулăпа йышăнчĕ. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх, кашни ача патне çул хывма ăшă кăмăл-туйăм, çепĕçлĕх кирлĕ. Вăл пурне те хăйĕн ачисем пекех юратать. Ахальтен мар пулĕ тин кăкăр çиме пăрахнăскерсем амăшĕ вырăнне йышăнса ыталаса илеççĕ, теприсем «асанне-кукамай» тесе ачашланаççĕ. Хăшĕсен тин кăна чĕлхи уçăлса пырать. Пуплеве аталантарма тĕрлĕ хăнăхтарусем тутарать. Ушкăнпа ĕçлеттересси тĕп вырăнта, çакна вара вăйăсем урлă йĕркелесе пырассипе тимлет.
Иртнĕ кăларăмсенчи ачасен ашшĕ-амăшĕпе те çыхăнсах тăрать Надежда Егоровна, ывăлĕ-хĕрĕсен вĕренĕвĕпе кăсăкланать. Çыпăçуллă калаçăвĕпе, ырă кăмăлĕпе тыткăнланăскер, вĕсемшĕн вăл паянхи кунчченех çывăх юлташ пулса тăнă. Канашламалли сиксе тухсан та, уявсенче те шăнкăравлаççĕ. Анне кунĕнче, акă, амăшĕсем ачисемпе пĕрле ятарласа пынă саламлама. Н.Иванова хăй те икĕ ача амăшĕ. Ольга вуннăмĕш, Дмитрий пиллĕкмĕш класра вĕренеççĕ. Аван ĕлкĕрсе пыраççĕ иккĕшĕ те. Хĕрĕ - волонтерсен отрядĕнче, волейбол секцине çÿрет, ывăлĕ кăçалтан Вырсарни, музыка шкулĕсене çÿ- реме пуçланишĕн те савăнать амăшĕ. Çывăх кунсенче район хаçачĕн тусĕн Надежда Егоровнан юбилейĕ çывхарать. Çырас туртăм ан иксĕлтĕр, кун-çулăра ачасемпе çыхăнтарнă мухтавлă ĕçре ăнăçу, ĕмĕтĕрсене пурнăçа кĕртме çирĕп сывлăх пултăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"