24 августа 2018 г.
![Патшалăх ялавĕ çинчен Патшалăх ялавĕ çинчен](http://www.yantik-press.cap.ru/Content2018/news/20180824/img_3615flag_mozharki_Preview.jpg)
Раççей Федерацийĕн патшалăх ялавĕн кунĕнче Мучарти культура ĕçченĕсем ачасемпе «Под флагом России - дружной семьей» истори сехечĕ ирттернĕ. Патшалăх ялавĕн тĕсĕсем мĕне пĕлтерни, уява хăçан паллă тума пуçлани çинчен ыйтнисене хуравланă. Калаçнă майăн Раççей карттипе, çĕршыв ялавĕ айĕнче мĕн чухлĕ наци çынни туслăн пурăнни çинчен пĕлнĕ. Тĕрлĕ халăхсен юмахĕсен кĕнекисемпе паллашнă. Акă, чăваш, мари, тутар, тува тата ытти халăхсен хайлавĕсенчен курав та хатĕрленĕ. Ачасем, пĕр-пĕр-не пĕчĕк ялавсем тыттарса, эстафетăра тупăшнă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"