Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекенсен ĕçне - тивĕçлĕ хаклав

31 августа 2018 г.

Вĕрентекенсен ĕçне - тивĕçлĕ хаклав

Раççейре çурла уйăхĕн вĕçĕн- че учительсен конференцине ирттересси Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн йăлана кĕнĕ. Паянхи кунччен тытса пыраççĕ ăна. Педагогсем каланă тăрăх, вăл хăйĕн пĕлтерĕш-не çухатман.
Пĕтĕмĕшле вĕрентÿ пахалăхĕпе Раççей Федерацийĕн тĕнчери вунă тĕп çĕршыв йышне кĕмеллине палăртакан тĕллев лартнă çу уйăхĕн-чи указĕсенче Раççей Президенчĕ Владимир Путин. «Паянхи шкул» федераллă проект хальхи вăхăтра пысăк пĕлте- рĕшлĕ. Ăна пурнăçа кĕртме пурĕ 263 млрд тенкĕ пăхса хăварнă. «Пирĕн ачасене наци культурипе йăли-йĕркине тĕпе хурса воспитани памалла. Тăван çĕршыва юратса ÿсчĕр вĕсем, унпа мăнаçланччăр. Республикăра пултаруллă ачасем валли ятарлă центр та уçăпăр»,-тет Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. 
Учитель профессийĕ малтан та хисепе тивĕçлĕ пулнă, халĕ те çапла. 
Кашни ачара çынлăх туйăмне калăпланинче, вĕрентÿ-ре шкулпа педагогика коллективĕ пысăк вырăн йышăнать. Çавăнпа пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсенче нумай пĕлекен, пуçаруллă специалистсем ĕçлемелле. Чăваш Республикинчи педагогсем професси компетентлăхне конкурссемпе тупăшусенче, олимпиадăсенче хăйсен çĕнтерĕвĕсемпе те, вĕренеке- нĕсен çитĕнĕвĕсемпе те çи- рĕплетеççĕ. Чăваш Республикинче педагогсене пулăшассине лайăхлатни, вĕрентекен профессийĕн сумне ÿстерни ялсенчи шкулсене çамрăк специалистсене кăмăлласах ĕçлеме кайма хавхалантарать.
Республикăри вĕрентÿ системинче 10961 педагог ĕçлет, çав шутра 9540 учитель. Вĕсен 82,7 проценчĕн квалификаци категорийĕ пур. Паянхи кун шкулсенче 35 çулчченхи çамрăк специалистсем - 16,7 процент ?2016 çулта - 15,6 пр./, хушма пĕлÿ паракан организацисенче 15,9 пр. ?2016 - 16,2 пр./ чухлĕ ĕçлеççĕ.
Хальхи вăхăтра ялсенчи шкулсенче 5 пин вĕрентекен ĕçлет, вĕсенчен 35 çултан çамрăкраххисем - 10,5 процент.
Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсене аван хутшăнас енĕпе Чăваш Ен малтанхи вунă регион йышне кĕрет. Чăваш, тутар тата мордва чĕлхисемпе, литературипе пысăк шайри олимпиадăсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене хатĕрленĕ 19 педагога пурĕ 1,2 млн тенкĕлĕх хавхалантарнă пĕлтĕр, кăçал çавнашкал сума 18 педагог тивĕçлĕ пулнă. 
Юлашки тапхăрта республикăра çĕнĕ 10 шкул, 47 ача сачĕ тунă, 9 техникумри пурлăх ни- кĕсне пуянлатнă.
Çывăх çулсенче Чăваш Ен-ри 71 шкула тĕпрен юсамалла, ултă вĕренÿ çуртне реконструкцилемелле. 2025 çул тĕлне республикăри пур ача та шкулсенче пĕрремĕш сменăра вĕренĕç.
«Пуласлăх учителĕ» федераллă проекта пурнăçа кĕртнĕ май Чăваш Республикинче наци проекчĕ ĕçлет. Вăл педагогсене çĕнĕлле вĕрентме хистет. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче республикăра «Чи лайăх руководитель» конкурс иртĕ. Вĕрентÿ институтĕнче педагогсем валли професси ăсталăхне ÿстермелли центр уçăлĕ, шкулсенче ĕçлекенсен квалификацине çĕнетсе лайăхлатас енĕпе тимлĕç унта.
Чăваш Енре вĕрентÿпе çам- рăксен политикин Министерстви шкулсенчи, техникумсенчи компьютерсене паянхи кунпа килĕшÿллĕ технологипе çĕнетессипе тимлеме пуçлать. Кашни шкулта пысăк хăвăртлăхлă Интернет пулмалла. «Цифрăллă вĕрентÿ лару-тăрăвĕ» федераллă проектпа çĕршыври шкулсенче хальхи условисене çирĕплетнĕ май 2024 çул тĕлне пирĕн вĕренекенсен 40 проценчĕн цифрăллă технологипе ĕçлес хăнăхăвĕсем çÿ- ллĕ шайра пулмалла. Ачасене хăйсем кăмăллакан кружоксемпе секцисене çÿреме условисем туса памалла, халĕ çамрăксен 65 проценчĕ хушма пĕлÿ илме çÿрет.
Выпускниксем экзамен тытма физика, хими, биологи предмечĕсене ытларах суйласа илме тытăннă. Вĕсем ют çĕршыв чĕлхипе хăйсене тĕрĕслесси те ÿсет. Хăш-пĕр районсенче ку енĕпе çитменлĕхсем пуррине палăртнă вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов.
«Социаллă активлăх» федераллă проекта пурнăçласа вĕренÿ учрежденийĕсенче ачасен лидер, наставник, волонтер пулас туйăмĕсене аталантарассипе ĕçлеççĕ. Кашни шкултах тĕрлĕ енĕпе ĕçлекен волонтер пĕрлешĕвĕсемпе ирĕклĕ отрядсем йĕркелемелле.
«Хальхи ашшĕ-амăшĕ» на-ци проекчĕ ашшĕ-амăшĕсене ачисене воспитани парассипе пулăшма май парать. Виçĕ çулчченхи ÿсĕмри шăпăрлансене çитĕнтерессипе ытларах тимлемелле, ку енĕпе ашшĕ-амăшĕсене методика тата консультаци пулăшăвĕ паракан технологипе педагогика пограммисене хатĕрлемелле.
«Пирĕн педагогика ĕçĕнче тĕп тĕллевсенчен пĕри - ашшĕ-амăшне воспитани парасси те пулмалла. Вĕренÿ организацийĕсенче ашшĕ-амăшĕн университечĕсемпе клубĕсем, ашшĕн е амăшĕн шкулĕсем ĕçлемелле»,-палăртнă вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ.
Республикăра ятарлă вăтам пĕлÿ парассипе ÿсĕмсем палăрмаллах лайăхланнă. Кăнтăр Сахалинта иртнĕ «Çамрăк профессионалсем» VI наци чемпионатĕнче Чăваш Ен делегацийĕ чаплă результатсем кăтартнă. Пирĕн студентсем 7 наградăна тивĕçлĕ пулнă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене WorldSkills Russia наци пĕрлешĕвĕн йышне кĕртме сĕннĕ. 
Республикăри вĕренÿ çурчĕ-сем аслă шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçленине, пирĕн патăрти университетсенче вĕренме ют çĕршыври çамрăксем те килнине палăртнă педагогсен конференцийĕнче.
Шупашкарта 44 площадкăра секции занятийĕсем иртнĕ. Вĕсене пĕр пин ытла вĕрентекен хутшăннă, хăйсене хумхантаракан ыйтусене сÿтсе явнă, тĕллевсене палăртнă.
2021 çул тĕлне республикăри ялсенчи пур шкулта та хальхи йышши спорт залĕ пулĕ. Республикăри 539 вĕрентекен Раççей Президенчĕн премине тивĕçнĕ юлашки çулсенче. 5 пĕлÿ çурчĕ Раççейри чи лайăх 500 шкул, ялсенчи вунпĕр вĕренÿ учрежденийĕ чи лайăх 300 шкул шутне кĕнĕ.
ЧР Пуçлăхĕн гранчĕсене пама та муниципалитетсене укçа уйăрнă кăçал, 20 вĕренÿ учрежденийĕ илĕ ăна, грант виçи 20 пин тенкĕпе танлашĕ.
Федераллă вĕрентÿ стандартне пурнăçа кĕртни - Раççей вĕрентĕвĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри. Вĕрентÿ работникĕсен пултарулăх шайне тимлĕх уйăрмалла халь. Çĕнĕ шкул учителĕн вĕрентÿ процесĕн пахалăхне тĕрĕс усă курма пĕлмелле. 
Тăвай енре шкул ÿсĕмĕч-ченхи 926 ачана регистрациленĕ, вĕсенчен 601-шĕ ?65 процент/ ясли-сада çÿрет.
Вĕренÿ процесне тепĕр предмет хушăннă - астрономи. 2018 çултах физика экзаменĕнче астрофизика элеменчĕсене тĕрĕслекен задани кĕртнĕ. Тепĕр çул асăннă предметпа тĕрĕслев ĕçĕсем ирттерме палăртнă.
Шкулсенче ют çĕршыв чĕл-хине вĕрентессин пахалăхне лайăхлатмалла. Федераллă вĕрентÿ стандарчĕпе килĕшÿ-ллĕн ку предметпа 2022 çулта обязательнăй йĕркепе экзаменсем пулĕç выпускниксем валли.
Вĕрентÿ пахалăхне халь патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацине, наци тĕпчевĕсене тата пĕтĕм Раççейри тĕрĕслевсене мĕнле ирттернипе хаклаççĕ.
Вĕрентÿ пахалăхне тĕрĕс-лекен наци тĕпчевне литературăпа Тушкилте, Элпуçĕнче пĕлÿ пухакан улттăмĕшпе саккăрмĕш классем, биологипе Çĕнĕ Пуянкассинче вĕренекен вуннăмĕш-сем ăнăçлă хутшăннă, вĕсем лайăх енĕпе палăрнă.
Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсем вĕрентÿ системинче массăллă хаклакан процедурăсем пулса тăраççĕ.
2018 çулта патшалăхăн пĕ- тĕмлетÿ аттестацийĕ витĕр ăнăçлă тухса 158 выпускник ?91,86 процент/ документлă пулнă, çав шутран 17 выпускник лайăх паллăсемпе палăрнă. Тăххăрмĕшсенчен вара вун пилĕк ача хăйсен тĕллевĕ-сене пурнăçлайман, сентябрьте вĕсем тепĕр хут тĕрĕслев витĕр тухĕç.
2018 çулта вунпĕрмĕш класс пĕтернĕ 59 ачаран пурте пĕрлехи патшалăх экзаменĕ-сене ăнăçлă тытнă, çакнашкал лайăх пулăмпа виççĕмĕш çул савăнатпăр. Шкултан вĕренсе тухнă чухне медаль илекенсен йышĕ çулсерен ÿссе пырать, выпускниксен пĕрре виççĕмĕш пайĕ çак чыса тивĕçнĕ кăçал.
Пултаруллă ачасем регионри, пĕтĕм Раççейри, халăхсем хушшинчи конкурссене аван хутшăнаççĕ. «Пуласлăха малтанхи утăмсем» тата «Шырав» наукăпа практика конференцийĕсенче Тăвайпа Тушкил шкулĕсенче вĕренекенсем пилĕк призлă вырăн йышăннă. Пĕтĕм Раççейри вĕренекенсен республика тапхăрĕнчи олиипиадĕсен призерĕсене хатĕр-ленĕшĕн. Альбина Петровна Михайловапа Светлана Васильевна Захарова ?Тăвай/, Валерий Анатольевич Петров ?Тушкил/ педагогсем ăшă сăмаха тивĕçлĕ.
Чăваш чĕлхипе литературипе, тăван кĕтес культурипе Йăнтăрчă, Тушкил, Çĕнĕ Пуянкасси, Тăрмăш шкулĕсенче вĕренекенсем регионри олимпиадăсенче çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ.
Тăвайри шкулта вĕреннĕ Екатерина Гурьева экологипе пĕтĕм Раççейри олимпиадăра виçĕ çул призер пулнă. Тушкилти Ираида Якимова ?10 кл./ вĕренекен халăхсем хушшинчи олимпиадăра иккĕмĕш çул çĕнтернĕ. Альбина Петровна Михайловапа Лидия Петровна Морякова ?Тушкил/ вĕрентекенсен çитĕнĕвĕ те ку. Республикăри ялсенчи чи лайăх 300 шкул йышне кĕнĕ Тăвайри вăтам шкул, вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕн 1 млн тенкĕлĕх премине тивĕçнĕ.
Пултаруллă ачасене тупса палăртас, вĕ-сене пулăшас, хавхалантарас ĕçе малалла пурнăçласа пыраççĕ. Çамрăксен представителĕсемпе студентсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ятарлă стипендине тивĕçлĕ пулаççĕ. Ача-пăча искусствисен шкулĕнчен ?ДШИ/ вĕсен йышĕ çичĕ çынна çитнĕ.
Хушма пĕлÿ паракан педагогсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнасси аванлансах пырать. Тăвайри искусствăсен шкулĕн преподавателĕ Елена Николаевна Иванова кăçал ЧР Пуçлăхĕн 20 пин тенкĕлĕх премине тивĕçлĕ пулнă.
Физкультурăпа спорта аталантарассипе районта лайăх условисем тунă. Шкулсенчи спортзалсене юсанă, инвентарьсене çĕнетнĕ, хоккей коробкисем тунă. «Аль» спорткомплексри волейбол ?тренерĕ В.Захаров/, хăвăрт утакансен ?тренерĕ Н.Степанов/ секцисене çÿрекенсем чылай ăмăртусенче палăраççĕ. 
А.Зиньков тренер бокс секцийĕн занятийĕсене тивĕçлĕ шайра ирттерет. Ку енĕпе республикăри уçă турнир тăтăшах йĕркеленĕ районта.
2020 çул тĕлне РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн хушма пĕлÿ илекен 5-18 çулсенчи ачасен йышне 75 процента çитермелле, пирĕн районта ку кăтарту 60 процентпа танлашать.
«Вĕрентÿре кирек мĕнле çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем пулсан та вĕрентÿ пахалăхне хакланă чухне тĕп вырăнта учитель ĕçĕ тăмалла. Педагогика ĕçченĕ яланах компетентлă, ăслă, пултаруллă, культурăллă, психологи тĕлĕшĕпе çирĕп, ырă кăмăллă, сăпайлă, тактикăллă, этемлĕхе юратакан, хăй тĕллĕн аталанакан, пурне те хисеплекен çын пулмалла. Паянхи вĕрентекенĕн тĕп пахалăхĕсенчен пĕри - хăй ĕçĕпе тата унăн результачĕсемпе киленме пултарни, ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе калаçма пĕлни тата оптимизм», - тенĕ конференцире сăмахне вĕçлесе районти вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов. 
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх вĕрентÿри инвестицисем чакмаççĕ, 2018 çулта асăннă отрасле аталантарма 18,6 млрд тенкĕ уйăрнă, пĕрлештернĕ бюджет суммин 31,7 проценчĕпе танлашать ку.
Кăçал вĕрентÿ работникĕсен ĕç укçине ÿстерессине те малалла пурнăçласа пырĕç. Шкулсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли, ачасене наци культурипе историне тĕпе хурса воспитани памалли пирки те палăртнă регион ертÿçи. «Пирĕн ачасем маттур, креативлă, мал ĕмĕтлĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ вĕсене интереслĕ пулăмсемпе савăнтарасса шанатăп»,-тенĕ юлашкинчен Михаил Васильевич республикăри педагогсене çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçусем сунса.
Пĕлÿ кунĕнче республикăри 930 вĕрентÿ организацийĕн алăкĕ уçăлĕ. Шкулсенчи 30 спортзала юсанă кăçал. Авăнăн 1-мĕшĕнче 15 пин ытла ача пирвайхи хут парта хушшине ларĕ. 
Тăвай енри педагогсен конференцине район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, РФ Пенси фончĕн республикăри управляющийĕн заместителĕ Валерий Николаев хутшăннă, вĕрентекенсене çывхаракан Пĕлÿ кунĕпе саламланă. Вĕрентÿре палăрнă учительсене тĕрлĕ наградăсемпе чысланă. Районти вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов доклад тунă хыççăн вĕрентекен-предметниксен секцийĕсем тăрăх саланнă. Кĕрхи чечек çыххисен куравĕ, ачасен художество пултарулăхĕ çĕнĕ вĕренÿ çулне хаваслă кăмăл-туйăмпа пуçăнма хавхалантарнă.

 

 
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика