21 сентября 2018 г.
Шăматкун Чăваш Енри хуласемпе районсенче «Наци кросĕ-2018» чупу иртнĕ. Тĕп старт Шупашкарти залив хĕрринче, Амăшĕн Монуменчĕ умĕнче пулнă. Унта ачасем, студентсем, ветерансем, спорт çемйисем, тĕрлĕ предприятисемпе организацисен, влаç органĕ-сен сотрудникĕсем, общественность представителĕсем пухăннă. Спорта юратакансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.
Пирĕн çĕршыври спорт мероприятийĕсенчен чи массăлли шутланать ку чупу тата ăна пĕтĕм Раççейĕпех ирттереççĕ. Шăп 130 çул каялла, пĕрремĕш хут çак ăмăртусене Санкт-Петербургра пуçласа янă.
Чăваш Енре «Наци кросĕ» 15-мĕш хут пулнă кăçал. Çулсерен ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ ÿссех пырать.
Кăçал чупакансем çĕнĕ маршрутпа - Шупашкарти юсаса çĕнетнĕ Мускав çыранĕпе - çула тухнă.
Чăваш Енре сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан 70 пин ытла çын «Наци кросĕ-2018» чупăва хутшăннă.
Тăвай районĕнче пурăнакансем те айккинче юлман ку паллă мероприятирен. Ĕç коллективĕсенчи спортсменсем Тăвай ялĕнчи спорткомплекс стадионне пуçтарăннă.
Чи малтан старта районти шкулчченхи учрежденисене çÿрекенсем тухнă. Вĕсен кăмăлĕ-сем çĕкленÿллĕ пулнă. Чи çамрăк чупуçăсен йышĕ çулсерен нумайланса пырать. Йĕркепе килĕшÿллĕн вĕсем 100 метра парăнтарнă.
«Асамат кĕперĕ» ача-пăча учрежденине çÿрекен ачасем те хаваспах хутшăннă наци кросне. Çак мероприятисем спортпа туслă пулма хавхалантараççĕ.
Çамрăк атлетсенчен шкула кайма хатĕрленекен уйрăма çÿрекен Никита Никитинпа Артем Тимофеев палăрнă ăмăртура, хăйсен ÿсĕмĕнче пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Тĕрлĕ коллективсенчи каччăсемпе хĕрсем, арçынсемпе хĕрарăмсем 500, 1000 метрлă дистанцисене чупнă. Ветерансем те тухнă çав кун старта. VIP чупура та кăçал активлă пулнă сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем.
Харпăр хăй дистанцинче мала тухнисене пурне те медальсемпе чысланă. Кашнин хушаматне асăнайманшăн ан кÿренĕр. «Чи çамрăк спортсмен» номинацире Тăвайри пĕрремĕш номерлĕ ясли-сада çÿрекен Илья Никитин медале тивĕçлĕ пулнă. «Чи опытлă спортсмен» номинацин çĕнтерÿçи вара - Мучарти Валентина Лаврова.
Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ-2018» чупуна хутшăнакансене кăçал çанталăкĕ те хавхалантарса тăнă. Мала тухма ăнтăлакансен йышĕ районта çуллен нумайлансах пынине палăртнă спорт мероприятийĕнче.
Источник: "Ял ĕçченĕ"