25 мая 2018 г.
Ĕнер районти 11 класра вĕренекенсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Шкулпа сывпуллашакан 59 çамрăкшăн пурнăçăн яваплă тапхăрĕ пуçланать. Тăххăрмĕш классенчен 174 ача вĕренсе тухать.
Танлаштарса пăхма, 2017 çулта Тăвай енре 54 ача вăтам пĕлÿ илнĕ, 160 ача 9 класс пĕ-тернĕ. Палăртмалла, районта ачасен йышĕ, пĕчĕккĕн те пулса, ÿссе пырать.
2017-2018 вĕренÿ çулĕнче пĕтĕмпе шкулсенче 1550 ача пĕлÿ пухнă.
Тăххăрмĕш класра вĕренсе тухакансем пĕрремĕш экзамена - вырăс чĕлхипе майăн 29-мĕшĕнче тытĕç.
Вунпĕрмĕшсен пĕрремĕш пĕрлехи патшалăх экзаменĕ майăн 28-мĕшĕнче (географи, информатика) Канашри 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулта иртет. Икĕ экзаменĕ Тăвай шкулĕнче пулать - майăн 30-мĕшĕнче тата июнĕн 6-мĕшĕнче.
Тушкилти вăтам шкултан кăçал 9 çамрăк вунпĕрмĕш, 20 ача тăххăрмĕш класс вĕренсе тухать. «Юлашки шăнкăрав» уявне Елена Емельянова директор уçнă, пурне те ырлăх-сывлăх, патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă пама суннă.
Райадминистрацин вĕренÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов сăмах илнĕ. Шкул пĕ- терекенсене саламланă май, палăртнă ĕмĕт- тĕллевĕсем патне хастаррăн утăмлама суннă. «Сирĕн ĕçĕр-хĕлĕр çĕршыв аталанавĕн- че сулмаклă пултăр. Юратакан професси суйласа илсе хамăр районах таврăнăр. Тăван шкула, вĕрентекенсене ан манăр. Аçăр-аннĕр-сем яланах хисепре пулччăр. Телейлĕ çул сире!», -тенĕ вăл.
Аслă çул çине тăма хатĕрленекенсем хăйсене тарăн пĕлÿ, ăс-тăн панă учительсене, шкулти ытти ĕçченсене ăшă сăмахсемпе тав тунă.
Тушкил ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Оксана Максимова, Ольга Павлова, Людмила Ефимова пĕрремĕш вĕрентекенсем, Ирина Кондратьева класс ертÿçи, ачасен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Наталия Цыганова тухса калаçнă.
Шкулпа сывпуллашакансемшĕн кĕçех юлашки шăнкăрав янăранă. Вăл ачасен чĕрисенче малашлăх ĕмĕтсем çуратнă ĕнтĕ. Мĕнех, кашнинех пуласлăх çутă та тумхахсăр пултăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"