25 мая 2018 г.
“Аль” спорткомплекс территорийĕнче районти çамрăк армеецсен юхăмĕн “Зарницăпа” “Орленокăн” финал вăййисем иртнĕ. Çарпа поход ĕçне, команда пама тата пулас салтак службине хăнăхтарас тĕллевпе йĕркеленĕ ăна. Кăçал çамрăк армеецсен 15 уйрăмĕ (9 отряд зарничниксен, 6 отряд орленоксен) хутшăннă ăмăртусене.
Малтанхи кун çамрăксем палаткăсем, Раççей Федерацийĕн тата “Юнармия” юхăмăн ялавĕсене вырнаçтарнă.
Вунпĕр сехетре конкурссем пуçланнă, пневматикăллă винтовкăран пенĕ, гимнастика тунă, туристсен чăрмавĕ витĕр тухнă, шывра эстафета йĕркеленĕ.
Апат хыççăн Тăвайри вăтам шкулта районти çамрăк армеецсен юхăмĕн “Зарницăпа” “Орленокăн” финал вăййисене савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, вĕренÿ пайĕн начальникĕ О.Ломоносов, Канаш хулипе районĕн тата Тăвай енĕн çар комиссарĕ Ю. Барышов, ДОСААФăн Канашри авто- шкулĕн начальникĕ В.Анисимов, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, кире пуканĕ йăтассипе РСФСР спорт мастерĕ, ЧР тата РФ тава тивĕçлĕ учителĕ А.Пимулин, афганецсен районти ветеранĕ- сен канашĕн председателĕ А.Степанов, “Аль” спорткомплекс директорĕ А.Кириллов, шкулсен ертÿçисем тухса калаçнă, çĕнтерÿ суннă. Парада Юрий Витальевич команда панă, уява район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ О.Кириллова ертсе пынă.
Çакăн хыççăн çамрăксем стройпа утнă. Каçхине вĕсем “Çамрăк армеецсен юхăмĕн “Зарницăпа” “Орленок” юбилей вăййисем” конкурса хутшăннă. Самбистсем, Тăвайри искусствăсен шкулне çÿрекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
Тепĕр кунне отделенисем чупнă, автомат салатса пухнă тата ытти те. “Зарница” ушкăнра чупассипе П.Петровпа (Йăнтăрчă) А.Бородкин (Тă-вай) - пĕрремĕшпе иккĕмĕш, А.Александров (Йăнтăрчă) виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Хĕрачасенчен С.Красновапа (Мучар) И.Шулаева (Тушкил) - пĕрремĕшпе иккĕмĕш, А.Воробьева (Йăнтăрчă) виççĕмĕш картлашка çине улăхнă.
“Орленокрисенчен” - Д.Бартязовпа (Тăвай) Н.Потапована (Çĕнĕ Пуянкасси) çитекенни пулман. Иккĕмĕшĕнче - А.Алексеевпа (Тăрмăш) А.Борисова (Элпуç), виççĕмĕш вырăна Д. Яшуткинпа (Тăрмăш) О.Никифорова (Элпуç) тухнă.
Вун çичĕ сехетре районти çамрăк армеецсен юхăмĕн “Зарницăпа” “Орленок” вăййисене хупнă. А.Пимулин вĕрентекене “РККАна 100 çул” тата “Çарпа патриотла ĕçри активлăхшăн” медальсемпе наградăланă, “ДЮЦ” директорĕпе методистне Л.Гуринапа М.Игнатьевана та “Çарпа патриотла ĕçри активлăхшăн” медаль панă. Икĕ кунри конкурссене пĕтĕмлетнĕ хыççăн “Зарница” ушкăнра тăвайсем (пĕрремĕш), тĕмерсем (иккĕмĕш), тушкилсем (виççĕмĕш) мала тухнă, “Орленокра” - тăвайсем (пĕрремĕш), тăрмăшсем (иккĕмĕш), çĕнĕпуянкассисем (виççĕмĕш).
Палăрнă командăсемпе çамрăк армеецсене Дипломсемпе Хисеп грамотисем парса хавхалантарнă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"