Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выпускниксене - медальсемпе грамотăсем

29 июня 2018 г.

Раççейри çамрăксен кунĕнче районти хĕрсемпе каччăсем шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнине паллă турĕç. Выпусниксен каçĕ - кашни çын чунĕнче яланлăха юлакан уяв. Ачалăхпа сывпуллашса аслă çул çине тухаççĕ çав кун выпускниксем, тарăн пĕтĕмлетỹсем тăваççĕ.

Тăвай енри 11 класран вĕренсе тухакан 59 выпускника чысларĕç.

Савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, вĕренỹ пайĕн начальникĕ О.Ломоносов та хутшăнчĕç. Вĕсем выпускниксене тĕрĕслевсем витĕр ăнăçлă тухнă ятпа саллмларĕç, пурнăç çулĕпе хăюллă, шанчăклă, йывăрлăхсемпе йăнăшсенчен хăрамасăр утма, харпăр хăй вăйне яланах шанма сунчĕç.

"Сирĕн умра - анлă çул, шкулта илнĕ талантпа туртăма, ăса пурнăçа кĕртме малашне нумай май пулĕ", - терĕç вĕсем.

"Вĕренỹре паха çитĕнỹсем тунăшăн" медальпе - 18 хĕрпе каччăна, район администрацийĕн тата вĕренỹ пайĕн Хисеп грамотисемпе 11 выпускнике панă.

Вĕренсе тухакансен ячĕпе А.Николаева тухса калаçнă, район администрацийĕпе педагогсене, ашшĕ-амăшĕсене вĕренме пулăшнăшăн тав тунă.

Выпускниксен ашшĕ-амăшĕсенчен О.Гурьев сăмах илнĕ, ывăл-хĕрĕсене аслă çул çине тухнă ятпа саламланă, ăнăçусем суннă.

А.АЛЕКСАНДРОВА.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика