13 апреля 2018 г.
“Аслисемпе ачасем - çывăх туссем” ятпа Тăвай шкулĕнче ачасем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле спорт уявĕсем ирттересси ырă йăлара. 2 “а” классем, акă, мероприятие Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне халалларĕç. Унăн девизĕ те спортпа туслисене çĕнтерÿ патне ăнтăлма йыхăрчĕ.
Олимп зарядкинчен пуçланчĕ праçник. Ăна Н.Королева волонтер ирттерчĕ. Наталия Владимировна, районти культура центрĕн хореографĕ, пухăннисене тĕрлĕ хусканусем кăтартса пĕрле тума хавхалантарчĕ, кĕвĕ çеммипе пурнăçлакансене мухтама та манмарĕ. Ташă ăстинчен юласшăн пулмарĕ нихăшĕ те. Кашнин сăн-пичĕ йăл кулăпа çиçрĕ.
“Хаваслă стартсене” сăнанă майăн, вăл пысăк та туслă çемьене аса илтерчĕ. Ăмăртусенче ачасем хăвăрт та çаврăнăçуллă пулни ашшĕсемпе амăшĕсене савăнтарчĕ. Пĕр-пĕ-ринпе тупăшни вăй-хала çĕклерĕ, хастар кăмăл-туйăм парнелерĕ.
Уяв чăннипех те ăнăçрĕ. Чи пахи вара - канăва хаклă та çывăх çынсемпе пĕрле интереслĕ, усăллă ирттерни, сывă пурнăç йĕркине ачаран хăнăхтарса ÿстерни
Источник: "Ял ĕçченĕ"