13 апреля 2018 г.
Апрелĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче Космонавтика кунне уявларĕ. СССР гражданинĕ, пĕрремĕш летчик-космонавт Юрий Гагарин пуçласа тĕнче уçлăхне вĕçсе çаврăннăранпа 57 çул çитрĕ.
-Юрий Гагарин пире çĕршывăмăрпа мăнаç-ланма, хамăра космоса пуçласа çул хывакансем тесе палăртма май паракан ирĕк парнеленĕ.
1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, паллă “Кăйкăр” - Андриян Григорьевич Николаев “Восток-3” карапа Çĕр таврашĕнчи орбитăна илсе тухнă. Эпир паян та унăн республика историне ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнă тĕлĕнмелле паттăрлăхне чаплăлатпăр.
Чăваш Енре паллă ытти космонавтсен - Николай Бударинпа Муса Манаровăн çамрăк çулĕсем иртнĕ. Тÿпене парăнтаракансен калама çук чаплă паттăрлăхне çирĕплетекен тĕслĕхсем Шуршăлти Асăну комплексĕнче упранаççĕ, унта йышлă туристсемпе Чăваш Ен хăнисем тăтăшах пулса кураççĕ, - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев уявпа саламланă май.
Асăннă кун пирĕн Енĕш Нăрвашри ача садĕн- че “Планетари” кĕтесĕ уçăлчĕ. Ăна воспитательсен вăйĕпе туса хатĕрленĕ, ачасем те хутшăннă. Унта космоса çул хывнă космонавтсен сăн ÿкерчĕкĕсене, ача-пăча тĕрлĕ тĕслĕ хутсене касса тунă ÿкерчĕксене тата ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ăсталанă ал ĕçĕсене вырнаçтарнă. Ачасене уйрăмах “тĕнче уçлăхĕ” килĕшрĕ. Тĕрлĕ планетăсен макечĕсем куçа илĕртеççĕ. Тÿпери çăлтăрсен ушкăнĕсемпе те паллашма пулать кунта. Юрий Гагарин пек, пирĕн ентешĕмĕр Андриян Николаев пек паттăрсем тĕнче уçлăхне татах та вĕçсе хăпарасса, ытти планетăсем çине те çитессе шанаççĕ ачасем. Тен, вĕсен хушшинче те пулĕç çавнашкал паттăрсем. Шанатпăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"