04 мая 2018 г.
Тĕнчипе паллă, чăваш халăхне çутта кăларакан, çĕнĕ алфавит, чăваш букварьне çыракан, чăваш шкулĕсем уçакан, библине вырăсларан чăвашла куçаракан, ача-пăча валли калав- юмах çыракан И.Я.Яковлевăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа та пĕтерме çук пулĕ.
Чăваш халăх йăли-йĕркине упраса хăварас, малалла аталантарас тĕллевпе Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнă кун Тушкилти ача садĕнче илемлĕ уяв иртрĕ. Малтанах кĕвĕ ертÿçи Иван Яковлевичăн ачалăхĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Шăпăрлансем чă-вашла сăвăсем каларĕç, карталанса юрăсем юрларĕç. Уяв савăнăçлă иртрĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"