Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачалăхĕ çăмăл пулман

02 марта 2018 г.

Ачалăхĕ çăмăл пулман

Йăлана кĕнĕ тăрăх пирĕн Тăвайри вăтам шкулта кашни çулах кăрлач, нарăс уйăхĕ- сенче оборонăпа массăллă ĕç, спорт уйăхлăхĕ иртет. Ачасем уроксенче, класс сехечĕсенче, информаци минучĕсенче, тĕл пулусенче, класс тулашĕнчи мероприятисенче ăçта кăна çитсе курмаççĕ пулĕ;
Ак, 6 “Б” класра вĕрене-кенсем тава тивĕçлĕ педагогика ĕç ветеранĕпе, районти ветерансен совечĕн президиумĕн членĕпе, çамрăксене патриотла воспитани парса ÿстерес тĕлĕшпе ĕçлекен секци председателĕпе В.Терентьевапа тĕл пулчĕç.
Валентина Кирилловна чылай çул хушши Тăвайри вăтам шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентессишĕн, тĕрĕс воспитани парассишĕн тăрăшнă. Вăл тивĕçлĕ канура пулин те, тăван шкула килсех çÿрет. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене халалланă оборонăпа массăллă, спорт уйăхлăхĕнче Паттăрлăх урокĕ ирттерме сĕнсен хирĕçлемерĕ. Валентина Кирилловна урокра вĕренекенсене йывăр шăпаллă ачалăхĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Паллах, çак самантсене пăлханмасăр аса илме çук. В.К.Терентьева тискер вăрçă пынă вăхăтра, 1942 çулта, Енĕш Нăрваш ялĕнче çурални çинчен каласа кăтартрĕ, амăшĕн аса илĕвĕпе паллаштарчĕ.
...Вăрçă пуçламăшĕнчех тăшман Мускавалла талпăннă. Çĕршыв умне çав тери пысăк хăрушлăх тухса тăнă, лару-тăру кунсерен йывăрланса пынă. Çавăнпа та тăшмана мĕнле те пулин малалла - Хусан, Чулхула, Чĕмпĕр еннелле - кайма чарас тесе хÿтĕлев сооруженийĕсем тума тĕллев лартнă. Çак ĕç 1941 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕнчен пуçланнă. Шартлама сивĕ хĕл кунĕ-сенче унăн амăшĕ, хăй йывăр çын пулнине пăхмасăрах, ытти хĕрарăмсемпе пĕрле Улянкăпа Йăнтăрчă хушшинче траншея чавнă çĕрте вăй хунă. Кĕреçе, лум алран кайман. Хĕлле çанталăк хĕрĕх градуса та çитнĕ. Кашни кун ир тăрсан та, çывăрма выртиччен те ăшра аталанакан ачана, Валентина Кирилловнăна, упраса хăварма Турăран пулăшу ыйтнă вăл. Каярахпа, йывăрлăхсене çĕнтерсе, унăн амăшĕ сывă, ăслă-тăнлă хĕр çуратнăшăн чун-чĕ-ререн савăннă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тăватă çул кĕрленĕ. Çĕнтерÿ тума питĕ йывăр пулнă. Вăрçă синкерĕ кашни яла, кашни урама, кашни киле кĕрсе тухнă. Нумай çын куççулĕ, юнĕ, тарĕ юхнă, пин-пин çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Майăн тăххăрмĕшĕ - Çĕнтерÿ кунĕ, пирĕн халăхăн аслă уявĕ. Ăна халăх калама çук хаклă хакпа туптанă.
Вăрçă хыççăнхи çулсем те йывăр пулнă. Юхăннă, ишĕлнĕ, ĕç вăйĕсĕр юлнă хуçалăхсене ура çине тăратма фронтри пек хастарлăхпа, чăтăмлăхпа ĕçлеме тивнĕ. Кашни кун çул çитмен ачасем, вĕсем шутĕнче Валентина Кирилловна та, Тăвайĕнчен Канашри элеватора çити килте тĕртсе тунă кĕпе-йĕмпе, фуфайкăпа, çăпатапа ?хĕллехи вăхăтра тĕплетнĕ кăçатăпа/ çуран ĕçлеме çÿренĕ. Унта вĕсем йывăр тырă миххисене йăтнă. Çак ачасен çумăртан, хĕл сиввинчен хăрамасăр шыв пăрăхĕ валли траншейăсем чавма, чукун çул тунă çĕрте те вăй хума тивнĕ. Паллах, çăмăл пулман Валентина Кирилловнăн ачалăхĕ, йывăр ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ вăл. Тĕл пулура В.К.Терентьева ачасене Юлия Шевле çырнă “Çын чăтать” сăввин йĕркисене вуласа пачĕ:
-Тутăха чăтаймасть тимĕр-хурçă,
Хăй тĕсне çухатать хитре пурçăн,
Шăрăхра пĕвесем, ай, типеççĕ,
Çул-йĕрсем курăкпа витĕнеççĕ,
Йывăçсем тăвăлпа ÿпĕнеççĕ,
Чул тусем çилпеле çийĕнеççĕ,
Çĕр çинче пĕр этем çеç чăтать,
Тем пулсан та - тÿсет те пурнать.
Валентина Кирилловнăн кăсăклă урокĕ ачасене тарăн шухăша ячĕ. Çак урок вĕсене пурнăç çине тĕрĕс куçпа пăхма, Тăван çĕршыва юратма, хаклама, упрама, аслă ăрури çынсене хисеплеме вĕрентет.
Пурнăç кустăрми малалла çаврăнать пулин те, эпир хаяр вăрçа тÿссе ирттернĕ аслă ăрури çынсен паттăрлăхне яланах асра тытатпăр. Вĕсем - пирĕншĕн ырă тĕслĕх.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика