07 марта 2018 г.
Тăрмăш ялĕнче пурăнать маттур та пултаруллă хĕрача Диана Табакова. Ялти вăтам шкулти тăххăрмĕш класа “пиллĕк” паллăсемпе çеç вĕренсе пĕтерчĕ. Хальхи вăхăтра Диана Тăвайри вăтам шкулта пĕлÿ пухать. Унта та вăл тăрăшса вĕренет, тĕрлĕ-рен конкурссемпе фестивальсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать.
Диана кĕçĕн классенче манăн вĕренекен пулнă. Çав тери пултаруллă та тăрăшуллă хĕрачаччĕ, пур предметпа та лайăх ĕлкĕрсе пыратчĕ. Сăвăсемпе пĕчĕк калавсем çырма, хитре ÿкерчĕксем тума ăстаччĕ. Вăл вĕренÿ енĕпе те, тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса та чылай тав çырăвĕсемпе грамотăсене, сертификатсемпе дипломсене тивĕçнĕ. Унăн мухтав хучĕсене пăхса ларатăп та тĕлĕнетĕп, ытла та нумай-çке вĕсем, вăтăр ытла. Район, республика шайĕнчи конкурссенче нумай чухне пĕрремĕш вырăнсене йышăннă Диана. Вăл тĕрлĕ енĕпе аталаннă хĕрача. Акă сцена ăсталăхне илсессĕн З.Григорьева ертсе пыракан драма кружокне çÿренĕ, инсценировкăсемпе сценкăсенче тĕрлĕрен рольсене калăпланă. Ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем: “Лаша пуласси тихаран, çын пуласси ачаран паллă”, - тесе. Ялти садике çÿ-ренĕ чухнех пĕчĕк Диана районта иртнĕ ача сачĕсен хушшинчи конкурсра “Мисс зрительских симпатий” ята çĕнсе илнĕ. Вĕренме те, ĕçлеме те, ташлама та пултарать пирĕн Диана.
Спортпа та туслă, йĕлтĕрпе ăмăртма та, кире пуканĕ йăтма та пултарать. Оборонăллă-массăллă ĕçсен уйăхлăхĕнче район шайĕнче иртнĕ ăмăртура автомат салатса пухассипе пĕрремĕш, автомат магазинне салатса пухассипе иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. “Зарница” вăйăра тупăшса лайăх кăтартусемшĕн грамотăсемпе медальсем илнĕ. Во-лейболла вылякан хĕрачасем ăна хăйсен капитанĕ пулма шанаççĕ. Яланах тантăшĕ-сене хавхалантарать, кăткăс лару-тăрура та çухалса каймасть вăл.
Тăрăшуллă хĕрачана “Аль” физкультурăпа спорт комплексĕн ертÿçи пĕрлештернĕ волейбол ушкăнне те илнĕ. Тренировкăсене тăрăшса çÿресе ăсталăхне туптать. Дианăн ашшĕпе амăшĕ те волейболла выляма юратаççĕ, ял, район шайĕн-че иртекен вăйăсене хутшăнаççĕ ăста волейболистсем. Вĕсем хĕр пĕрчишĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ те ĕнтĕ. Ашшĕ Петр Владимирович - аслă пĕлÿллĕ специалист, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренсе пĕтернĕ, хальхи вăхăтра Мускава ĕçлеме çÿрет. Амăшĕ Ираида Ниловна ялти лавккара нумай çул сутуçăра тăрăшать, çынсемпе яланах тарават та сăпайлă, хăйĕн ĕçне юратса та пĕлсе пурнăçлать. Тăрмăш шкулĕн директорĕ С.В.Николаева Петр Владимировичпа Ираида Ниловнăна маттур та анлă тавракурăмлă, тăрăшуллă хĕр çитĕнтернĕшĕн Тав çырăвĕ парса чысланă.
Ахальтен мар ĕнтĕ Диана Табакова пĕлтĕр ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илме тивĕçнĕ.
Ун çинчен “Тантăш” хаçатра та çырнăччĕ. “Ĕмĕт - парашютпа сикме вĕренесси”, - тенĕччĕ. Мĕн палăртнисем пурнăçланччăрах сатур хĕрачан. Тĕллевĕ пулсан - ĕçĕ пулатех.
Источник: "Ял ĕçченĕ"