12 декабря 2017 г.
Чутей шкулĕнче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа пысăк уяв иртрĕ. Маларах йыхравласа хунипе чылай ашшĕ-амăшĕ пухăнчĕ. Чи малтан шкул директорĕ А.Гурина сăмах илчĕ, ăшшăн саламларĕ, ырă тĕслĕхлĕ ашшĕсемпе амăшĕ- сене тав хучĕсем пачĕ. Кашни класс хăйсене килĕшекен сăвă-юрă, ташă, ытти номерсем хатĕрленĕ. Акă, 7_8 класра вĕренекенсем ашшĕ-амăшне “Шкул форми” интермедипе савăнтарчĕç. Л.Краснова вĕрентекен пулăшнипе йĕркеленĕ “Ытарайми анне” курав пурин кăмăлне те кайрĕ. Унта шкул ачисем хутсенчен, тĕрлĕ тĕслĕ çипсенчен, тăмран, фольгаран, хăмасенчен, ытти хатĕрсенчен ăсталанă япаласене вырнаçтарнă. Уйрăмах А.Шашкова, М.Козлова, А.Титова, В.Краснова, В.Куприянова, А.Козлова, Ж.Рожкова, Л.Иванова, К.Яклашкина ĕçĕсене, çутçанталăк панă пурлăхран ăсталанăскерсене, ырласа та пĕтереймĕн.
Кĕçĕн класри ачасенчен П.Скворцова типĕ чечексенчен композици, С.Мулакова, М.Воробьева вĕрене вăррисенчен чечеклесе “Торт” хатĕрленĕ, иккĕмĕш класри арçын ачасем Н.Орлов, Ф.Куприянов, Ф.Якимов амăшĕсем валли капăрлăхсем хума шкатулкăсем тунă. Виççĕмĕш класс ачисем тĕрĕ тĕрлесе парнеленĕ. Курава ачасен ÿкерчĕкĕсем те пуянлатнă. Вĕсенче ашшĕ-амăшĕн сăнарне, вĕсен савăнăç саманчĕсене палăртнă.с
Источник: "Ял ĕçченĕ"