12 декабря 2017 г.
Тăвайри 1-мĕш номерлĕ ача садĕнче шăпăрлансене пушар хăрушлăхĕ çинчен, вут-кăвар инкекĕнчен сыхланмалли йĕркесене пăхăнма вĕрентес ыйтусем те малти вырăнта тăраççĕ. Ку енĕпе мероприятисем ирттернĕ çĕрте час-часах пушар хуралĕн ĕçченĕсем пулаççĕ. Кĕçех Çĕнĕ çулпа çыхăннă тĕрлĕ праçниксем пуçланаççĕ. Уявсен вăхăтĕнче уйрăмах тимлĕ пулмалла. Çак темăпа ыйту-хурав йĕркипе калаçу йĕркелерĕ районти надзорпа профилактика ĕçĕсен пайĕн дознавателĕ А.Мешков. Питех те кăсăклă пулчĕ вăл ача-пăчашăн.
Вут-кăвар пире пурнăçра нумай усă кÿнипе пĕрлех тимсĕрлĕхе, асăрханусăрлăха пула пысăк шар кăтартни, çулăмра çынсен пурнăçĕ татăлни пирки те сăмах хускатрĕ тĕлпулу вăхăтĕнче. “Шăрпăк _ вăйă мар, унпа ашкăнма юрамасть”, _ терĕç ачасем пĕр харăс.
Нумай ыйту пачĕç шăпăрлансем. Пушар вăхăтĕнче харпăр хăйне мĕнле тытмаллине тĕплĕн ăнлантарчĕ хăна, экстренлă службăсен номерĕсене аса илтерчĕ. Кашнинех пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе паллаштаракан брошюрăсем валеçсе пачĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"