16 октября 2017 г.
Ытларикун Тăвай ене ĕçлĕ çулçÿревпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов килчĕ. Вăл Чутей ялĕнчи культура çуртне еплерех хăпартнипе тата Енĕш Нăрвашри юсаса çĕнетнĕ ача сачĕпе паллашрĕ. Паянхи кун çĕршывра тата республикăра ял тăрăхĕсене аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕç туса ирттереççĕ: шкулсемпе ача сачĕсене юсаççĕ, çĕннисем тăваççĕ, фельдшерпа акушер пункчĕсем уçаççĕ, культура çурчĕсем хăпартаççĕ, çул-йĕр сараççĕ тата ытти те.
Тăвай енре ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Сăмахран, районта пурăнакансем кăçалхи пек паха та çатма пек тикĕс çулсем пирĕн тăрăхра юлашки хут хăçан пулнине те астумаççĕ пуль. Автомобильпе пынă чух текех кашни шăтăк-путăкран шикленсе тăмалли çук, йăлтах тирпейленĕ. Халĕ те-ха «Тăвай-Нÿшкасси» çула тĕпĕ-йĕрĕпе юсаççĕ, çĕнĕ асфальт сараççĕ. Çул-йĕр ĕçченĕсем Ураскасси таранах çитнĕ ĕнтĕ. Республикăри ял хуçалăх министерстви пулăшнипе вара Чутей ялĕнче çĕнĕ культура çурчĕ хăпартаççĕ. Чăваш Енри обществăлла инфратытăма аталантарма тĕрлĕ программа та питĕ пулăшать. Вĕсенчен пĕри – вырăнти пуçарусем çине таянса хатĕрленĕ проектсене пурнăçа кĕртесси. Кăçал районти 3 ял тăрăхĕнче çĕнĕ программăпа усă курнă. Элпуç ял тăрăхĕнчи Нÿшкассинче, сăмахран, шыв кĕртеççĕ. Кун пирки тĕплĕнрех «Ял ĕçченĕ» хаçатăн 77-мĕш номерĕнче (10.10.2017) вуласа пĕлме пулать. Енĕш Нăрвашпа Тăрмăш ялĕсенче вара ача сачĕсене юсанă. Çĕнетнĕ çуртсем ытларикун шăпăрлансене йышăнчĕç.
Кану вырăнĕ
Республикăри ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Шупашкартан килнĕ-килменех Чутей ялне çул тытрĕ. Унти культура çуртне еплерех хăпартни вăл ертсе пыракан ведомство тимлĕхĕнче-çке-ха. Ял халăхне культура çурчĕ кирлех, паллах. Концерт е спектакль пăхма та, пухусем ирттерме те, улаха та ял çынни клуба тухать. Çамрăксен те канмалли кунсенче ташласа канас килет. Ĕçлесе е вĕренсе ывăннă çыншăн культура çурчĕ тÿрех чун киленĕçĕ пулса тăрать. Çавăнпа унăн пĕлтерĕшĕ те пысăк. Чутейри клуб 106 çынна шăнăçтарма пултарĕ. Унта вулавăш та, ял тăрăхĕн администрацийĕ те вырнаçĕç. Тĕрлĕ учреждени пĕр çивитти айĕнче пулни, паллах, коммуналлă тăкаксене саплаштарма пулăшать. Строительсем пĕр уйăхрах клубăн стенисене хăпартнă, маччине бетон плитасем хунă, шыв пăрăхĕсем вырнаçтарнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке строительство ăстисене кĕске вăхăтрах çакăн пек нумай ĕç тунăшăн тав турĕ, малалла тата та хастартарах ĕçлеме сĕнчĕ. Сергей Геннадьевич та, тĕпрен илсен, кăмăллă юлчĕ. Хăш-пĕр çитменлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ, вĕсене пĕтермелле терĕ. Ĕçсене вăхăтра вĕçлемеллине палăртрĕ.
Тĕпрен çĕнетнĕ
Вырăнти пуçарусем çине таянса хатĕрленĕ проектсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă программа чăнах та паха пулни Енĕш Нăрвашра палăрчĕ. Асăннă учреждение 1987 çулта тунăранпа пĕрре те тĕплĕн юсаман. Иртнĕ çулсенче ача садĕнче ĕçлекенсене, ашшĕ-амăшне маччаран шыв юхни, сулхăн пулни самаях пăшăрхантарнă. Халĕ вара чÿречесене улăштарнă, стенасене сăрласа илемлетнĕ, урайсене ăшă тунă, унсăр пуçне çивиттине те çĕнĕрен сарнă. Ĕçсен пĕтĕмĕшле хакĕ 2 миллион ытла тенкĕпе танлашнă. Вĕсенчен 315 пинне ял халăхĕ, Тăвай енре çуралса ÿснĕ усламçăсем уйăрса панă. Паллах, вырăнти тата районти бюджетсенче те укçа пăхса хунă пулнă. Ача садне уçассипе çыхăннă ĕç-пуçа республикăри ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн ертÿçи Роман Егоров тата асăннă учреждени ертÿçи Надежда Константинова хутшăнчĕç. Сумлă хăнасене вырăнти культура çуртĕнчи «Саймал» ансамбль илемлĕ хăна юррипе кĕтсе илчĕ, хаваслă лару-тăрăва тата та савăнăçлăрах тума пулăшрĕ. Владимир Алексеевич ял халăхне обществăлла инфратытăма аталантарассипе çыхăннă проектсен тупăшăвне хутшăннăшăн чĕререн тав турĕ. Малашне те çакăн пекех хастар пулма сĕнчĕ. Сергей Артамонов вара Енĕш Нăрвашри ача садне çÿллĕ шайра юсаса çĕнетнине палăртрĕ. Тăвай районĕн çыннисем хастар пулнăран республика ертÿлĕхĕ пирĕн тăрăха май килнĕ таран пулăшса пынине пĕлтерчĕ.
«Вырăнти пуçарусем çине таянса хатĕрленĕ проектсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă программăпа Чăваш Енри 18 районта усă курнă, вĕсенче 84 проект пурнăçлаççĕ. Пĕтĕмĕшле хакĕ 97,1 миллион тенкĕпе танлашать», - терĕ Сергей Геннадьевич. Ача садне юсаса çĕнетес ĕçе тÿпе хывнă çынсене Роман Егоров та, Надежда Константинова та тав турĕç. Илемленнĕ çурт шăпăрлансене паха пĕлÿ парасса шаннине палăртрĕç вĕсем. – Эпĕ çак ача садĕнче 29 çул ĕçлетĕп. Юсав хыççăн кунта ăшă, хăтлă, çутă. Çакă тата та тăрăшуллăрах пулма хавхалантарать. Утă-çурла уйăхĕсенче çеç юсава пуçларĕç, паян вара эпир хамăр алăксене уçса ачасене йышăнма пултартăмăр. 60 шăпăрлан çÿрет пирĕн пата. Пурне те юсаса çĕнетнĕ ача сачĕ савăнтарчĕ, - палăртрĕ кĕçĕн ушкăн воспитателĕ Мария Васильева. Унăн сăмахĕсене çирĕплетнĕ пекех, ачасем те пухăннисене пысăках мар концертпа савăнтарчĕç. Юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç, хăйсем хĕпĕртенине пытармарĕç.
Тăрмăшсем те савăнчĕç
Пысăк уяв Тăрмăш ялĕнче те иртрĕ. Унта та юсав хыççăн ача сачĕ уçăлчĕ. Кунта пурăнакансем те ачисем валли хăтлă майсем туса парас тесе укçа пуçтарса юсав ирттернĕ. 1,5 миллион тенкĕлĕх ĕçсем тунă: чÿречесем улăштарнă, çăвăнмалли тата туалет пÿлĕмĕсене тирпейленĕ, стенасене сăрласа илемлетнĕ тата çĕнĕ ăшă пăрăхĕсем вырнаçтарнă. Ача садне уçассипе çыхăннă ĕç-пуçа районти вĕрентÿ пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ирина Семенова, Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вероника Николаева тата асăннă учреждени ертÿçи Наталия Николаева хутшăнчĕç. Уява «Тăрмăш» ансамбль тата ача садĕнче ăс пухакан шăпăрлансем илем кĕртрĕç, хаваслă юрăсем шăрантарчĕç. Ирина Семенова район администрацийĕн пуçлăхĕн ятĕнчен пурне те тав турĕ, ачасем çакăнта тулли кăмăл-туйăмпа çÿрессе шаннине пĕлтерчĕ. Вероника Николаева вара укçан пулăшнă нумай çынна тав хучĕсемпе чысларĕ, ача садне хăтлăх кĕртни питĕ паха пулнине палăртрĕ. Уяв чăнах та хаваслă иртрĕ, анчах та пĕр пулăм мана тĕлĕнтерчĕ. Енĕш Нăрвашри ĕç-пуçра Чăваш Ен министрĕнчен пуçласа ашшĕ-амăшĕ таранах - пурте чăвашла саламларĕç, калаçрĕç пулсан, Тăрмăшра тăван чĕлхемĕр янăрамарĕпе пĕрех. Леонид атте тата Людмила Кадикина кăна чунри ăшă сăмахĕсене чăвашла каларĕç. Тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем вара тăван чĕлхепе пĕри те усă курмарĕç. Апла пулсан, халăх чăвашла калаçманни район шайĕнче пуçланать пулмалла. Мĕнле тĕслĕх параççĕ-ха вĕсем тин кăна пурнăç çулĕ çине тăма пуçланă шăпăрлансене? Нивушлĕ кăштах та пулин тăван чĕлхепе калама юрамастчĕ? Тен, Тăвайĕнче пĕçерекен шурă кулач ертÿçĕсене вырăслантарать?
Сăмах май, Тăрмăшри тата Енĕш Нăрвашри ача садне çÿрекенсем чăвашла аванах калаçаççĕ. Çак шая малашне те тытса пырасчĕ. Тăвай ен аталанса пыни куçкĕрет. Юсав ирттересси те, çĕнĕ объектсем хăпартасси те хамăртан чылай килет. Çавăнпа та районти ял тăрăхĕсене тепĕр хутчен аса илтерсе хăваратпăр: вырăнти пуçарусем çине таянса хатĕрленĕ проектсен конкурсне эсир те хутшăнма пултаратăр. Чи малтан, паллах, пуçарăвĕ пулмалла. Ăна тĕпе хурса проект хатĕрлемелле, конкурса тăратмалла. Енчен те шухăшĕ чăнах та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулсан, Чăваш Ен ертÿлĕхĕ те, район администрацийĕ те ăна пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ. Укçин пĕр пайне халăхран, усламçăсенчен пухмалла, ыттине вара республика тата район хыснинчен уйăрса парĕç, ял тăрăхĕ те пулăшĕ. Халăх кар тăрса нимелле ĕçлесен ялăн сăн-сăпачĕ те улшăнĕ, инфратытăмĕ те хуларинчен кая пулмĕ тата, паллах, çамрăксене те илĕртĕ. Çавăнпа та тăван кĕтесре мĕн те пулин юсамалла пулсан, паркра уçăлса çÿрес килсен, пылчăк çăрас кăмăл пулмасан тÿрех ял тăрăхĕн администрацинеçул тытмалла, унта сире йăлтах ăнлантарса парĕç.
А.АЛЕКСАНДРОВ.
Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.
Источник: "Ял ĕçченĕ"