29 сентября 2017 г.
Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче шкул ÿсĕмĕчченхи учрежденисенче тăрăшакан воспитательсемпе ытти ĕçченсем професси уявне паллă тунă. Шăпах çав кун 1863 çулта Раççейре пĕрремĕш ача садне уçнă.
Воспитатель ĕçĕ çăмăл мар. Вĕсем шăпăрлансене ăшпиллĕхпе, юратупа çупăрласа ырă, тÿрĕ чунлă пулма, туслăха хаклама, аслисене хисеплеме вĕрентсе пыраççĕ, шкула кайма хатĕрлеççĕ. Ачасен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарма пысăк тÿпе хываççĕ.
Пархатарлă та яваплă ĕçе пурнăçлакансем виçĕмкун Тăвайри 1-мĕш номерлĕ ача садне пухăннă. Райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан, вĕрентÿпе ăслăлăх работникĕсен профсоюзĕн районти организацийĕн председателĕ Ирина Семенова уявпа саламласа ырлăх-сывлăх, ĕçре çитĕнÿсем суннă.
Паянхи куна районта шкулчченхи 7 вĕрентÿ учрежденийĕ, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ организацийĕсен çумĕнче 3 ушкăн тата кĕске вăхăтлăх 2 ушкăн ĕçлет. Вĕсенче 150 яхăн çын тăрăшать. Çав шутран педагогсем аллă ытла, вĕсен вăтам ÿсĕмĕ 39,5 çулпа танлашать.
Çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçри ÿсĕмсемшĕн Наталия Николаевна Нилова воспитателе ?Тăрмăш/, Валентина Ивановна Сядорова воспитателе пулăшакана ?Çĕнĕ Пуянкасси/ район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
Лариса Юрьевна Григорьева заведующи ?«Асамат кĕперĕ» ача сачĕ/, Любовь Семеновна Андреева ?Тушкил/, Валентина Ивановна Ефимова ?Енĕш Нăрваш/, Вероника Геннадьевна Маркова ?«Асамат кĕперĕ»/ воспитателе пулăшакансем, Елена Николаевна Бараматова повар ?1-мĕш номерлĕ ача сачĕ/, Надежда Владимировна Михайлова ?2-мĕш номерлĕ ача сачĕ/, Елена Васильевна Потапова ?Тĕмер/ завхозсем райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
Профсоюз юхăмне активлă хутшăннăшăн Тĕмерти ача садĕнчи Надежда Жилкина воспитателе халăха вĕрентес тата ăслăлăх работникĕсен Чăваш Республикинчи профсоюз организацийĕн Хисеп грамотине парса чысланă. Сăмах май, Надежда Николаевна кунти пуçламăш организацине 34 çул ертсе пырать.
Уявра 1-мĕш номерлĕ ача садне çÿ-ренĕ, халĕ Тăвайри вăтам шкулта 2 класра вĕренекен Лиза Владимирова воспитательсене тав туса ăшă сăмахсем каланă. Ача садне çÿрекенсемпе кунта ĕçлекенсем уйрăм куравсем йĕркеленĕ, уяв концерчĕ кăтартнă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"