11 августа 2017 г.
Çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ĕçлĕ çÿревре пулнă, республикăри Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ кадет корпусне çитсе курнă. Мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, “Химпром” генеральнăй директорĕ Сергей Науман, РФ Сывлăш-Çар вăйĕсен Инçет тата çар-транспорт авиацийĕн пайĕн пуçлăхĕ Александр Цылев, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, çÿлерех асăннă кадет корпусĕн директорĕ Татьяна Казакова хутшăннă.
Михаил Бабич çав кунах Шупашкарти Эгер бульварĕнчи А.В.Кочетов ячĕллĕ федерацин Атăлçи округĕнчи Чăваш кадет корпусĕн çĕнĕ çуртне тăвакан вырăнта пулнă, савăнăçлă лару-тăрура капсула хума хутшăннă, кадетсемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса калаçнă.
- Федерацин Атăлçи округĕнчи 6-мĕш кадет корпусĕ пулĕ ку. Чи чаплă вĕренÿ оборудованийĕ вырнаçтарнă, икĕ общежитиллĕ, спортзаллă пĕлÿ çурчĕ 2018 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута кайĕ. Унта 400 кадет пĕлÿ илĕ. Кунтан вĕренсе тухнисем çар шкулĕсене, чи чаплă вузсене кĕме пултарĕç. Кадет корпусĕ Раççей Федерацийĕн Сывлăш-космос вăйĕ-сем валли специалистсем хатĕрлĕ. Шупашкарсене Сызраньти çар академийĕпе икĕ çар чаçĕ шефа илĕç. Кунта республикăри пултаруллă ачасем кăна мар, ытти регионтисем те 5-мĕш класран пуçласа вĕренĕç. Тарăн пĕлÿ илнипе пĕрлех спортри, пултарулăхри ăсталăха ÿстерĕç,-тенĕ Михаил Викторович.
Михаил Игнатьев çак кун Чăваш Ен историйĕнче ылтăн саспаллисемпе çырăнасси, асăннă шкул çамрăксемшĕн çутă малашлăха алăк уçма пулăшасси пирки каланă.
- Шанатăп, çамрăк ăру пирĕн ĕçе хаклĕ. Çĕнĕ комплекса хута яма пысăк укçа уйăратпăр. Вăл çамрăксем кăмăллакан вырăн пулассине те шансах тăратăп. Тĕрлĕ тапхăрпа футбол уйĕ, çĕнĕ каток тăвĕç. Сăмах панине пурнăçа кĕртетпĕрех,-палăртнă Михаил Васильевич.
Источник: "Ял ĕçченĕ"