18 августа 2017 г.
Борис Степанович Житков 1882 çулхи çурла уйăхĕ-нче Мăн Новгородра çуралнă. Ачалăхĕ Одесса хулинче иртнĕ. Новороссийскри университетра естествăлла наукăсен, Петербургри политехника институтĕнче карапсем тума вĕрентекен уйрăмсенче пĕлÿ илнĕ. Çавăнпа вăл пĕр хушă моряк, штурман пулнинчен нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Дани çĕршывĕнче корреспондентра та ĕçленĕ. Борис Житков _ писатель-прозаик, поэт, педагог, тĕпчевçĕ, çулçÿревçĕ. Вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче пурĕ 192 произведени çырнă. Вĕсен шутĕ-нче _ очерксем, повеçсем, калавсем тата статьясем. Тĕрĕссипе вăл пур жанрпа та ĕçленĕ. Прозаик ытларах ачасем валли çырма кăмăлланă, анчах сахал мар хайлавне аслисене те халалланă. Вăл литературăра кăна мар, ытти чылай енпе те палăрнă.
Хăйĕн повеç-калавĕсене Б.Житков 1924 çулта пичетлеме тытăннă. Тинĕс çинчен тата çулçÿревсем пирки çырса кăтартнă калавсенче. “Шквал” новелла çырнă. Ăна “Время” издательствăна илсе çитернĕ те 1924 çултах писателĕн пĕрремĕш кĕнеки “Злое море” ятпа кун çути курнă.
Борис Степанович хăй лайăх пĕлекен япаласем çинчен кăна çырнă, çавăнпа хайлавĕсем çулçÿреври тата инçетри çĕршывсенчи тĕлĕнмелли историсенчен пуян пулнă. Хăйĕн кашни калавнех прозаик мораль кĕртнĕ, хăй пĕлнине ачасем тата çитĕннисем патне çитерме ăнтăлнă.
Пĕрремĕш кĕнеки пичетрен тухнă хыççăн Борис Степанович ача-пăча журналĕсемпе тата хаçачĕсемпе тачă çыхăну тытнă. Вĕсен шутĕнче _ “Чиж”, “Юный натуралист”, “Ленинские искры”, “Новый Робинзон” тат ытти изданисем.
Житков пĕрмаях мĕн те пулса çĕнни пурнăçа кĕртме тимленĕ, вăл тăрăшнипе вулама пĕлмен ачасем валли картинăллă журналсем тухма тытăннă.
“Виктор Вавич” романа Б.Житков хăйĕн тĕп произведенийĕ тесе шутланă, анчах вăл хăй пурăннă чухне кун çути курайман. Асăннă роман 1905 çулхи революци çинчен пулнă. Роман туллин 1999 çулта кăна пичетленнĕ.Борис Житков вара йывăр чире пула Мускавра 1938 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"