18 сентября 2017 г.
«Асамат кĕперĕнче» ачасене шкул сукмакĕ çине ăсатнă ятпа ирттернĕ уявра Лариса Фомина воспитатель çинчен нумай ăшă сăмах калани те хистерĕ пулĕ шăпăрлансемшĕн чунне парса ĕçлекенпе тĕл пулмашкăн. 5 çул вăл çак ĕçре. Маларах пуçламăш классен учителĕнче 10 çул тăрăшнă. Кăçалхи ака уйăхĕнче вăл муниципалитет шайĕнчи “Çулталăк воспитателĕ” конкурсра çĕнтернĕ. Республикăри шкул ÿсĕмне çитмен ача-пăча учрежденири чи лайăх 26 ĕçченпе тупăшса пысăк балл пухнисен шутне кĕнĕ. “Ырлăх педагогики” номинацире вара çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Ачасен юратнă воспитателĕпе вăл черетлĕ отпуска каяс умĕн тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ.
- Лариса Владимировна, эсир шкулта вĕреннĕ чухнех хастар пулнă, ахăртнех, обществăлла ĕçсене хутшăнма юратнă пулĕ;
- Шкулта ыттисенчен нимĕн- пех те уйрăлса тăман. Тупăшусене хутшăнма, тен, вăтанни чăрмантарнă. Студент çулĕсенче вара пĕр культурăллă мероприятирен те юлман темелле. «Смотр е конкурс, пур çĕрте те пирĕн Лариса!» - шÿтлесе илетчĕç ушкăнри хĕрсем. Мана вара килĕшетчĕ.
- Ăçта вĕреннĕ; Тата мĕншĕн воспитатель ĕçне суйларăр;
- 1999 çулта Канашри педколледжра “Пуçламăш классен учителĕ” специальноçа алла илтĕм. Унтан Шупашкарти педуниверситетра “Шкулчченхи вĕренĕвĕн педагогики тата психологийĕ” уйрăмра пĕлĕве малалла ÿстертĕм. Чăваш патшалăх университетĕнчен кăçал куçăмсăр майпа педагог-психолога вĕренсе тухрăм.
Ачасем - пирĕн пуянлăх, пуласлăх. Эпир вĕсемшĕн пурăнатпăр, ĕçлетпĕр. Вĕсене юратура ÿстермелле. Кашни ашшĕ-амăшех ывăлĕ-хĕрĕ ырă та тÿрĕ чунлă, пултаруллă, çĕршыва юрăхлă ÿстĕр тесе тăрăшать. Çак ĕмĕт пурнăçа кĕресси эпир мĕнле ĕçленинчен те нумай килет. Воспитатель ачасене юратакан, вĕсен пурнăçĕпе пурăнакан çын. Пурнăçра хамăн вырăна тупнă тесе çирĕп- пĕнех калама пултаратăп.
- Ачасем те тĕрлĕрен пулаççĕ вĕт...
- Паллах. Маншăн начар ача çук. Кашни пĕчĕк чунах тимлĕх кирлĕ. Характерĕ кашнинех хăйне евĕр. Тĕрлĕ çемьере çитĕнеççĕ. Вĕсен ăшри туйăмне туйса çепĕççĕн калаçни те, лăплантарни те пулăшать. Пурнăç илемне туйма ача садне çÿренĕ вăхăтра вĕренсе пыраççĕ. Çавăнпа чун ăшшине, пĕлĕве вĕсене пама тăрăшатăп. Хамăн пурнăçа юратнă ĕçсĕр, ачасемсĕр курмас-тăп. Ашшĕ-амăшĕ кун иртнĕ хыççăн хаваслă пит-куçлă ачисене çавăтса килне васкани кăмăла çĕклет. Çакă паха. 17 ача вĕренсе тухрĕ кăçал хатĕ-рленÿ ушкăнĕнчен. Тунсăхлатăп вĕсемшĕн.
- ”Асамат кĕперĕнче” ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма майсем çителĕклĕ ĕнтĕ.
- Чи малтанах çакна палăртса хăварас килет, шкулчченхи учреждени хута кайни районта ача садне вырнаçмалли черете 1,5 çултан ăнăçлă татса пама май пачĕ. Виçĕ çул çитет вăл ĕçлеме пуçланăранпа. Вырăнĕ хитре кунта. Физкультурăпа музыка залĕсем, медицина, логопед тĕлĕшпе пулăшмалли тата ытти пÿлĕм- сем хăтлă, паянхи кунпа килĕшÿллĕ. Кунтах шăпăрлансем валли темĕн тĕслĕ вылямалли хатĕрсем. Маттурсемпе тăтăшах уçă сывлăшра пулни весен сывлăхне çирĕплетет. Пултарулăхне кура ачасене аталантарма тĕрлĕ конкурс, вăйă, ăмăрту йĕркелетпĕр.
Кашнинех интереслентерме пĕлмелле. Кам хитре юрлать, теприн ÿкерме алли пырать, сăнама юратакансем те пур. Пирĕн садикри ачасем “Эпĕ - тĕпчевçĕ” конкурсра районта кăна мар, республика шайĕнче те мала тухни савăнтарать.
- Пулас ăрăвăн халăх йăлисене пĕлсе ÿсмелле. Вĕсене упрама хăнăхтарса пымалла. Мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр ку енĕпе;
- Çулленех çăварни, ĕлĕкхи ытти хăш-пĕр уява ирттеретпĕр. Аслисене йыхравлатпăр вĕсене. Наци тумĕ-сем тăхăнса, халăх юррисене шăрантарса вăйă картине тăрсан хăйсене чăн-чăн чăваш каччисемпе хĕрĕсем пекех туяççĕ. Халăх тумне, апат-çимĕçне, тĕррисене кăтартатпăр. Ашшĕ-амăшĕ хастар пулни кăмăла çĕклет. Çавăн пекех çарпа патриотла воспитани парас ыйтăва садикренех пĕлтерĕше хумалла тесе шутлатăп. Акă, кăçал та Çĕнтерÿ кунĕнче “Вилĕмсĕр полк” акцие хутшăнса вăрçăра пулнă е паттăрсен вилĕмĕпе çапăçу хирĕнче выртса юлнă çывăх тăванĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене çĕклесе мăнаçлăн утрĕç.
- Чăнах та, ачасемпе ĕçлеме мĕн чухлĕ вăй-хал, чăтăмлăх, ăсталăх, чун хĕлхемĕ кирлĕ. Коллективпа кĕскен паллаштараймăр-ши;
- Воспитателĕн вĕçĕм вĕренÿре пулмалла, ĕç меслечĕсене çĕнетсе пыма ăнтăлмалла. Вăл - чи сăваплă профессисенчен пĕри. Пирĕн ĕçре ăнсăртран лекнĕ çынсем нумаях тытăнса тăраймаççĕ. Акă, Л.Ю.Григорьева заведующине, А.А.Федорова, Н.Е.Иванова, И.А.Нилова, Г.Н.Михайлова, Н.В.Волкова, Л.Р.Михайлова тата ытти воспитателе илес пулсан, вĕсем чăннипех ачасемпе ĕçлеме çуралнă.
- Лариса Владимировна, кĕскен хăвăр çемйĕр çинчен каласа парăр-ха;
- Мăшăрпа килĕштерсе пурăнатпăр. Икĕ ывăл çитĕн-теретпĕр. Яланах пĕрле пулма тăрăшатпăр. Хĕлле йĕлтĕ-рпе ярăнма юрататпăр. Хăйсем тума пултаракан ĕçсене явăçтаратпăр вĕсене. Чипер сывă, тÿрĕ чунлă ÿсчĕр тетпĕр.
- Тавтапуç калаçушăн. Ăнăçу пултăр сире.
Источник: "Ял ĕçченĕ"