05 сентября 2017 г.
Виçĕ уйăх сисĕнмесĕр хыçа юлчĕ, ачасен çуллахи канăвĕ вĕçленчĕ. Авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче пурте Пĕлÿ кунне паллă тума пухăнчĕç. Педагогсене, вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшне ялсенчи тата районти депутатсен Пухăвĕсен депутачĕсем, район администрацийĕн тата вĕрентÿ пайĕн представителĕ-сем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем саламларĕç.
Çÿçĕсене çыхнă шурă бантиксем, çĕнĕ сумкăсем, хаваслă кулăллă вĕрентекенсем, шухăшлă сăн-питлĕ пĕрремĕ-шсем, хумханнă ашшĕ-амăшĕ. Çак илĕртÿллĕ сăнлăха Пĕлÿ кунĕнче кашни çулах сăнама пулать.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вунă шкул, шкулчченхи пĕлÿпе тивĕçтерекен 7 организаци, хушма пĕлÿ паракан 3 учреждени тата консультаципе аналитика центрĕ ĕçлеме тытăнаççĕ. Пирĕн шкулсенче 1550 вĕренекен ?çав шутра 142-шĕ пĕрремĕшсем/ парта хушшине ларчĕ.
Тăрмăш. Кăçалхи Пĕлÿ кунĕ- нче Тăрмăшри шкула çÿрекенсемпе пĕрле савăнма кăмăл турăм. Юсанă хыççăн çĕнелсе çамрăкланнă шкул алăкĕсене яриех уçрĕ авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче, вĕренекенсемпе ĕçлекенсене хăйĕн ытамне тепĕр хут хаваспах йышăнчĕ. “Сывлăх сунатăп!” - терĕç вĕсем çав кун пĕр-пĕрне, малашлăхра ăнăçусем сунчĕç. Тăрмăшри вăтам шкул йышĕ ÿссе пырать. Кăçал вуннăмĕш класс тепĕр хут уçăлать иккен кунта.
Вун çичĕ вĕрентекен ачасене пĕлÿ тĕнчинче йышăнма хатĕр. Кунти коллектив çамрăкланнă ?44,5-49/.
Икĕ çĕнĕ кадр ĕçлеме пуçлать шкулта, физика тата математика предмечĕсене Павел Сергеевич Владимиров, акăлчан чĕлхине Татьяна Владимировна Леонтьева вĕрентме тытăнĕç.
Пĕлÿ кунĕнче Тăрмăшри вăтам шкула район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - йĕркелÿпе контроль ĕçĕсен, информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ В.Чайкин, Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Николаева, ялти шкулчченхи пĕлÿ паракан учреждени заведующийĕ Н.Ершова, çветтуй Николай ячĕллĕ храм настоятелĕ Леонид атте, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Г.Павлов тата ашшĕ-амăшĕ çитрĕç.
Программăна Чăваш Республикин ялавне çĕкленинчен пуçларĕç. Ăна лайăх вĕренекен В.Симушкинапа Н.Николаев ?тăххăрмĕшсем/ çĕклеме тивĕçлĕ пулчĕç кăçал. Малтан шкул директорĕ С.Николаева сăмах илчĕ. “Пурне те Пĕлÿ кунĕпе саламлатăп, вĕренÿре ăнăçусем сунатăп”, - терĕ Светлана Владиславовна. Унтан физкультурăпа спортра харпăр хăй ÿсĕмĕн нормисене пурнăçланă вĕренекенсене чысларĕç.
Пиллĕкĕмĕшсем 2017 - 2018 вĕренÿ çулĕнче кадет класĕнче пĕлÿ пухĕç.
Валерий Васильевич чăвашла калаçнине хапăлласа йышăнчĕç пухăннисем, алă çупса хавхалантарчĕç. Сăвă йĕркисене вуласа та савăнтарчĕ районтан килнĕ хăна.
Çÿлерех асăннисен кала-çăвĕ хыççăн пĕрремĕшсем тухрĕç трибуна умне. Вун çиччĕн вĕсем, пĕчĕк çынсене пĕлÿ тĕнчипе Олеся Геннадьевна Матвеева учитель ертсе пырĕ. Кашни ача лайăх вĕренме сăмах пачĕ уявра.
Тăххăрмĕш класра вĕре-некенсем ташласа кăтартрĕç, кĕçĕн юлташĕсене “4” тата “5” паллăсемпе кăна туслашма сĕнчĕç, кĕнекесем пачĕç.
Чи кĕтнĕ вăхăт çитрĕ кĕçех, таврана шăнкăрав сасси саланма пуçларĕ. “Шăнкăрав, шăнкăрав урока чĕнет пире”, - пăшăлтатрĕç ачасем пĕр-пĕ-ринпе. Пĕрремĕш шăнкăрава вĕренÿре палăрнă Ю.Лисовпа ?тăххăрмĕш класс/ А.Сидорова ?пĕрремĕш/ пачĕç.
Унтан пурте шкула кĕчĕç. Малтанхи урок “Малашлăха ăнтăлакан “Раççей” темăпа иртрĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"