Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентÿре инновациллĕ лару-тăру йĕркелĕç

01 сентября 2017 г.

Вĕрентÿре инновациллĕ лару-тăру йĕркелĕç

“Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетĕнче вĕренÿ валли палăртнă тăкаксен статйи чи пысăкки шутланать, унăн калăпăшĕ 15 миллиард ытла тенкĕпе танлашать. Пахалăхлă вĕренÿ - обществăна малалла ÿсĕмлĕн аталантармалли тĕп майсенчен пĕри.
Федерацин ача сачĕсем тумалли патшалăх программи вĕçленнине пăхмасăр эпир “Ача сачĕсем - ачасене” проект шайĕнче шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕ-сем тăвас ĕçе малалла тăсатпăр. 2020 çулччен пурĕ 2000 вырăнлă 11 ача сачĕ тумалла тата юсаса çĕнетмелле. Эпир шкул инфратытăмне йĕркеллĕн аталантарса пыратпăр. Республикăри хуласемпе районсенче 2025 çул тĕлне пĕтĕмпе 33 шкул туса лартмалла тата юсамалла. Вĕренĕве хывакан инвестицисем хăйсен ырлăхне кÿ-реççĕ”, - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура.
Йăлана кĕнĕ августри конференцие районти вĕрентекенсем иртнĕ ытларикун Тăвайри вăтам шкулăн актовăй залне пухăнчĕç. Фойери стендсенче кашни шкул ĕçĕпе паллашма пултарчĕç малтан педагогика работникĕсем.
Канашлăва район адми-нистрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕ Светлана Ананьева, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов тата вĕренÿ тытăмĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç. “Вĕрентĕвĕн инновациллĕ лару-тăрăвне пахалăхлă пĕлÿ илме калăплани” темăна сÿтсе яврĕç вĕсем пĕрле.
-Пирĕн районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 10 вĕренÿ учрежденийĕнче 1547 ача пĕлÿ илĕ.
Пуринче те пултаруллă ачасемпе ĕçлемелли тытăма начар мар йĕркеленĕ. Творчествăри уйрăм ăнтăлушăн шкулсенчи 13 вĕренекене ятарлă стипендипе тата Тăвайри ача-пăча искусствăсен шкулĕнчи пĕр вĕренекене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятран паракан стипендийĕпе палăртнă. Тăвай шкулĕнче пĕлÿ илекен Екатерина Гурьева шкул ачисен экологипе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадин юлашки тапхăрĕн призерĕ пулса тăнă.
Шкулчченхи вĕренÿре - 574 ача, ку вăл 62 проценчĕ. 2 çултан аслăрах ачасене пурне те ясли-садсенче вырăнпа тивĕçтернĕ.
Хушма вĕренÿ тытăмне ÿсĕмĕпе 5 çултан пуçласа 18 çулчченхи ачасен 84,5 процентне явăçтарнă. 
Районти вĕрентÿ организацийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес тата инфраструктурине çĕнетсе лайăхлатас ĕçсене малашне те пурнăçа кĕртсе пыратпăр.
Çывхаран Пĕлÿ кунĕпе пурне те саламлатпăр, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр, - терĕ Владимир Алексеевич чи малтан сăмах илсе.
Республикăри сывлăх сыхлавĕнчи çитĕнÿсемпе Шупашкартан килнĕ хăна тĕплĕн паллаштарчĕ, кашни çынна сывă пурнăç йĕркине пăхăнма сунчĕ. “Вĕренекенсене паха пĕлÿ панипе пĕрлех вĕсен сывлăхне çирĕплетме те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Ĕçĕрсем çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче те ăнса пыччăр”, - çавнашкал ăшă сăмахсемпе вĕçлерĕ хăйĕн калаçăвне сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕ Светлана Ананьева.
Унтан ĕçре пысăк ÿсĕмсем тунă педагогсене, шкул ĕçченĕсене тĕрлĕ наградăсемпе савăнтарчĕç.
“Раççей Федерацийĕн Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ” ята Йăнтăрчăри шкулта нумайранпа ырă тĕслĕх кăтартакан, физика вĕрентекене Сергей Алексеевич Петрушкова пачĕç.
Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿпе наука министерствин Хисеп грамотипе Лидия Васильевна Ильинана (Тăвай), Светлана Владиславовна Николаевана (Тăрмăш) чысларĕç.
Мая Лукинична Владимировапа (Тăвай) Лина Павловна Гуринана (Тăвайри ачасемпе çамрăксен центрĕн директорĕ), Татьяна Вячеславовна Иванована (Тăвай), Лидия Петровна Морякована (Тушкил), Раиса Николаевна Илларионована (Йăнтăрчăри шкул директорĕ) Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе савăнтарчĕç.
Çавăн пекех Анжелика Геннадьевна Ахметова (Енĕш Нăрваш), Алина Егоровна Владимирова (Йăнтăрчă), Людмила Владимировна Ефимова (Тушкил), Галина Ивановна Иванова (Тĕмер), Марина Юрьевна Игнатьева (Тăвайри ачасемпе çамрăксен центрĕ), Алина Николаевна Орлова (Чутей) район администрацийĕн Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулчĕç.
Юрий Петрович Матвеев (Тушкил), Олеся Геннадьевна Матвеева (Тăрмăш), Алина Петровна Сормова ( информаципе аналитика центрĕн методисчĕ) ĕçĕсене вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотипе хакларĕç.
“Единая Россия” партин Тав çырăвне Людмила Семеновна Григорьева лаборантка (Тĕмер), Алина Васильевна Гурина (Чутей), Алена Витальевна Иванова (информаципе аналитика центрĕ) савăнăçлă лару-тăрура илчĕç.
Унтан вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов сăмах илчĕ. 
Вĕренÿ пахалăхне ÿстернĕ çĕрте педагогсен ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Районти вĕрентÿ системинче пурĕ 177 педагог тăрăшать, çав шутра 162-шĕ учитель шутланать. Виçĕ çулран сахалрах ĕçленисен йышĕ чакнă 2017 çулта, 4,9 процент (2016 çулта - 6,1 процент) пулнă. 35 çулччен вĕрентнĕ педагогсем те сахалланнă - 8,6 процент (2016 çулта - 10,4 процент). Тивĕçлĕ канурисен йышĕ вара пысăкланать, 20,3 процента çитнĕ, 2016 çулта 20 процент пулнă. Вĕрентекенсен вăтам ÿсĕмĕ - 47,5 çул. Вĕсен ĕç опычĕ, пĕлĕвĕ пысăк. Паянхи вĕренекенсем вара çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсе малалла ăнтăлакан учительсемпе пĕрле утасшăн пĕлÿ тĕнчипе. Педагогăн хăйĕн пĕлĕвне, ăсталăхне куллен çирĕп-летмелле, çĕнĕлĕхсене тĕпе хурса вĕрентнине тата вĕсем пирки аван пĕлнине кăтартса памалла.
Иртнĕ çул професси ăсталăхне ÿстерекен конкурссенче палăрнисенчен Тăвайри “Асамат кĕперĕ” шкулчченхи учрежденире вăй хуракан Лариса Фоминана асăнмалла. Республикăра йĕркеленĕ “Çулталăк воспитателĕ-2017” тупăшура вăл чи нумай балл пухнисен йышне кĕме пултарнă, “Ырлăх педагогики” номинацире вара ентешĕмĕр пĕрремĕш вырăна тухнă.
Инновациллĕ лару-тăрăва информаци технологийĕсĕр калăплама май çук. Юлашки çулсенче шкулсене çĕнĕ технологипе пуянлатасси лайăхланса пырать.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасене пĕлÿ паракан системăра пысăк проектсенчен пĕри - ГИС КОНТИНГЕНТ - çула тухать. Унта шкулчченхи учрежденисене çÿрекенсем, кашни вĕренекен, ятарлă пĕлÿ паракан техникумсенчи, аслă шкулсенчи çамрăксем çинчен информаци пулать. Çĕнĕ система ясли-сада кайма, шкула çÿреме, хушма тата ятарлă пĕлÿ илме пуçлама электронлă черет тăрассипе тата ыттипе те тивĕçтерет. Ачан электронлă портфолио шкулчченхи учрежденирен калăпланма тытăнать те вăл ĕçре ырă тĕслĕх кăтартма пуçличченех йĕркеленет. Çак проекта ăнăçлă пурнăçа кĕртессишĕн пысăк хăвăртлăхлă Интернетпа çыхăнма пултармалла.
Шкулсенче ачана хăйне пур енлĕн кăтартма, çивĕч ăслă вĕренекене малалла аталантарма майсем çителĕ-клĕ. Унăн тавракурăмне ÿстерме пулăшаççĕ предметсен олимпиадисем.
Раççей шайĕнчи олимпиадăра чи лайăх результат кăтартнă çамрăксене район администрацийĕн пуçлăхĕн укçан премипе - 10000 тенкĕ - хавхалантарĕç малашне, призерсене 7500 тенкĕ парса чыслĕç.
2017 çулта 54 выпускник патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне ăнăçлă тытнă, вăтам пĕлÿ илнине çирĕплетекен документлă пулнă.
Тăххăрмĕш класра вĕреннисенчен тăххăрăшĕ вырăс чĕлхипе, 34-шĕ математикăпа тĕрĕслев витĕр тухайман. Хăйсем суйласа илнĕ экзаменсенчен биологипе (23,81 процент), историпе (26,70 процент), обществознанипе (14,14 процент), географипе (4,8 процент) начар паллă илнисем пур. Çапла вара 48 вĕренекен экзаменсем тытайман малтан, вĕсем тĕрĕслевре тепĕр хут пулнă хыççăн 22 вĕренекен юлнă. Çак ачасен лайăх паллă илессишĕн тепĕр хут тар кăларма тивет.
Çамрăксем хушшинче йĕркене пăсакансем ан пулччăр тесе тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла.
Районта физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе тĕллевлĕ программăсемпе килĕшÿллĕн ĕçлеççĕ. Ăмăртусемпе тупăшусене вĕренекенсем хаваспах хутшăнаççĕ. 
Вĕренекенсене паха пĕлÿ панипе пĕрлех вĕсен сывлăхне çирĕплетсех пырассишĕн те тăрăшмалла. Шкулсенчи столовăйсенче вĕри апат çитересси тивĕçлĕ шайра пулмалла.
Пирĕн тĕллев - вăйлă педагогсем тупасси, вĕсене пĕршухăшлисен коллективне пĕрлештересси.
Пĕлÿ кунĕ - чи савăнăçлă тата вĕренекенсемпе çĕнĕрен е пуçласа тĕл пулнăран хумхануллă уявсенчен пĕри. Çăмăл мар ĕçĕрте ăнăçусем тата ытларах пулччăр, районти педагогика ĕçченĕсем.
Доклада сÿтсе явма Тăвайри вăтам шкул директорĕ Вера Кириллова, “Асамат кĕперĕ” шкулчченхи учреждени заведующийĕ Лариса Григорьева хутшăнчĕç.
Çакăн хыççăн актовăй зал сцени çине Тăвайри вăтам шкулта пĕлÿ пухакан çамрăк артистсем тухрĕç, юрласа-ташласа савăнтарчĕç.
Кайран хушма тата шкулчченхи пĕлÿ паракансем, тĕрлĕ предметпа вĕрентекенсем дискусси площадкисенче калаçусем йĕркелерĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика