08 сентября 2017 г.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш кунĕ маншăн, пуçламăш классен учителĕнче тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă ĕç ветеранĕшĕн, хумхануллă самантпа асра юлчĕ. Тăвайри вăтам шкултан 1999 çулта 11 “а” класран вĕренсе тухнă выпускниксен ячĕпе Владимир Гавриловпа Марина Кириллова пĕлÿ кунĕпе ятарласа саламлама килни чăннипех те чун-чĕрене хускатрĕ. Карçынкка тулли чĕрĕ чечексемпе савăнтарчĕç. Парнисемшĕн те тавах вĕсене.
Хам вĕрентнĕ ачасем учитель кунĕпе, паллă уявсемпе открыткăсем ярса, шăнкăравласа саламласах тăраççĕ-ха. Халĕ вара 18 çултан Пĕлÿ кунĕнче хăйсен пĕрремĕш вĕрентекенне çапла чыслани кăмăла çĕклерĕ. Питĕ тăрăшуллăччĕ çав кăларăмри ачасем, кашни виççĕмĕш вĕренекен (7 çамрăк) медале тивĕçнĕччĕ. Çав кăларăм уйрăмах асра юлнăччĕ. Малта пыракансен опычĕпе паллашма эпир Э.Ивановапа хамăр шутран Мускава çитиех кайнăччĕ ?С.Лысенкова педагог патне/ ун чухне.
Ырлăх-сывлăх, мĕнпур ĕçре ăнăçу пултăрччĕ сирĕн пурсăрăн та.
Источник: "Ял ĕçченĕ"