08 сентября 2017 г.
Халăха сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, физкультурăпа тата спортпа туслаштарас тесе çулсеренех «Советская Чувашия» хаçат çăмăл атлетика енĕпе эстафета ирттерет. Ăна Совет Союзĕн икĕ хутчен Геройне, Андриян Николаев летчик-космонавта халаллаççĕ. Кăçалхипе çак ăмăрту 79-мĕш хут пулчĕ. Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче нумай çĕрте районсенчи тапхăрĕ иртрĕ. Ăна йĕркелеме муниципалитетсен администрацийĕсем тата район хаçачĕсен редакцийĕсем пулăшрĕç. Тăвай районĕнчи спортпа туслă ачасем, çамрăксем тата аслăрах ÿсĕмри çынсем те «Аль» физкультурăпа спорт комплексĕн стадионне пухăнчĕç. Ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке тата унăн çумĕ – йĕркелÿпе контроль тата информаципе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Валерий Чайкин та хутшăнчĕç. Вĕсем пухăннисене саламларĕç, ăмăртура ăнăçу сунчĕç. Унтан ГТО нормисене пурнăçланă çынсене ылтăн паллăсем пачĕç. Çак сумлă значока Йăнтăрчă шкулĕнчи Ирина Ивановна Егорова, Тĕмер шкулĕнчи Борис Алексеевич Емельянов, «Аль» спорткомплексри Сергей Николаевич Михайлов, Тăвай шкулĕнчи Марина Геннадьевна Сорокина тата Чутей шкулĕнчи Виктор Васильевич Шамбулин илме тивĕçлĕ пулчĕç. Ăмăрту хĕрÿ иртрĕ. Ватти те, вĕтти те чăн-чăн спортсменсем евĕр хăвăрт чупрĕç. Эстафета кăтартăвĕсем çакнашкал пулчĕç. «Спортпа туслă çемьесем (ашшĕ-амăшĕ, 7 çултан кĕçĕнрех ача)» ушкăнра Михайловсен çемйи 1-мĕш пулчĕ. «Спортпа туслă çемьесем (ашшĕ-амăшĕ, 8-14 çулти ача)» ушкăнра Сормовсен кил-йышĕ мала тухрĕ. «Спорт ветеранĕсем» ушкăнра Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕн команди пьедесталăн 1-мĕш картлашки çине хăпарчĕ. Уйрăмах хĕрÿ тупăшу шкулсен ушкăнĕсем хушшинче пулнине каламалла. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчен мучарсен ушкăнне çитекенни пулмарĕ. Вĕсем тивĕçлипех 1-мĕш вырăна тухрĕç. Пьедесталăн иккĕмĕш картлашкине Тĕмер, виççĕмĕшне Тăвай шкулĕсем йышăнчĕç. 11 класлă шкулсен вара тупăшăвĕ ыттисеннинчен яваплăрах пулчĕ. Ку ăмăртура 1-мĕш вырăн йышăннă ушкăнăн район чысне республика шайĕнчи эстафетăра хÿтĕлемелле пулать-çке. Хĕрÿ тупăшура Тăвай шкулĕн команди ыттисенчен нумай малтан финиша çитрĕ. Çĕнĕпуянкассисем 2-мĕш, мучарсем 3-мĕш пулчĕç. Çапла майпа район чысне ыранхи эстафетăра Тăвай шкулĕн çамрăк спортсменĕсем хÿтĕлĕç. Шкулсенче вĕрентекенсем те самаях вăйлă тупăшрĕç. Ăмăртура Элпуç шкулĕн ушкăнне çитекеннисем пулмарĕç. Вĕсем çĕнтерĕве Тăвай шкулĕн вĕрентекенĕсен аллисенчен вăйпах туртса илчĕç тесен те тĕрĕс пулĕ. Çапла майпа район центрĕнчи учительсем 2-мĕш, Çĕнĕ Пуянкассинчисем вара 3-мĕш пулчĕç. Ял тăрăхĕсен командисем те эстафетăра тупăшрĕç. Тăвайсем ылтăн, çĕнĕпуянкассисем кĕмĕл, чутейсем вара пăхăр вырăнсене илме тивĕç пулчĕç. Ăмăртăва район администрацийĕн уйрăмĕсен ушкăнĕсем те хутшăнчĕç. Йĕркелÿпе контроль тата информаципе тивĕçтерекен пай команди çĕнтерме пултарчĕ. 2-мĕш вырăнта вĕрентÿ пайĕ, 3-мĕшĕнче вара финанс пайĕ пулчĕç. Тĕп ушкăнра Тăвайри культурăпа вулавăш ĕçченĕсем çĕнтерчĕç. 2-мĕш вырăна район центрĕнчи 2-мĕш номерлĕ ача сачĕн ушкăнĕ тухрĕ. Тăвай районĕн нумай функциллĕ центрĕн команди вара 3-мĕш вырăнта. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене хисеп хучĕсемпе тата кубоксемпе, ушкăнсенче 1-мĕш вырăн йышăннисене вара тĕп парнепе тивĕçтерчĕç - «Ял ĕçченĕ» хаçата çур çуллăха тÿлевсĕр çырăнса пачĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"