20 сентября 2017 г.
Эпĕ те чупатăп. Юрăри çакнашкал йĕркесем аса килчĕç Пĕтĕм Раççейри “Наци кросĕ_2017” чупу кунĕнче дистанцие тухма хатĕрленекенсене сăнанă май. Кашни спорт-смен малтисен йышĕнче пулма ĕмĕтленчĕ ĕнтĕ çав кун. Куракансем те, юрăри пек, вĕсемпе пĕрле пулчĕç, харпăр-хăй командинчи спортсменсене хаваслă калаçупа кăмăлĕсене çĕклерĕç. Акă, шкулчченхи учреждение çÿрекенсем те вăй-халне тĕрĕслесе пăхасшăн пулчĕç. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене çав кун тÿ-пери сарă хĕвел те хавхалантарчĕ хăйĕн ăшă пайăркисемпе. “Тăвайри кооператив” потребобщество коллективĕн сутуçисем тин кăна кăмакаран тухнă кукăльсемпе, пелĕ-шсемпе тата вĕри чейпе сăйлама пуçларĕç кĕçех. Больницăн, полицин сотрудникĕсем те спортсменсене тивĕçлĕ пулăшу пама хатĕр. Культура çурчĕн ĕçченĕсем те хаваслă йышпа пĕрле.
Малтан пурте спорткомплексри сцена умне пухăнчĕç. Хаваслă кĕвĕ илтĕнме пуçларĕ те, çăмăл атлетсем ирхи зарядкăна майлашăнса тăчĕç. Тăвайри культура çурчĕн работникĕпе Н.Королевапа пĕрле пурте хусканусем тума тытăнчĕç кĕçех. Зарядка тăвакансен йышĕ хушăнсах пычĕ. Çапла, çапла ниепле те чăтса тăма çук, аслисемпе çамрăксем, пĕр шухăшлă пулса, хаваслă кулăпа хусканусем тунине. Сисмесĕрех алăсем çÿлелле çĕкленеççĕ.
Çакăн хыççăн трибуна умне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванеркепе пĕрле республикăри сывлăх министрĕн заместителĕ Светлана Ананьева тухрĕç, иккĕшĕ те спорт тумĕсемпе. Вĕсем район спортсменĕсене çĕкленÿллĕ кăмăл, çирĕп ăнтăлу, çăмăл чупу, çĕнĕ çитĕнÿ сунчĕç.
Малтан хăйсен дистанцине Тăвай енри шкулчченхи учрежденине çÿрекенсем тухрĕç. Умне тата хыçала номер паллисем çакнăскерсем хăйсене паллă спортсменсем пекех туйрĕç ĕнтĕ. “Женя, Женя, хытăрах чуп!” _ хавхалантарчĕç пĕчĕкскерсене ашшĕ-амăшĕ-семпе пĕлĕшсем пĕри те тепри. Иккĕмĕш номерлĕ ясли-сада çÿ- рекен Е.Суркин, Маринăпа Карина Максимовасем пуçласа улăхса курчĕç пулĕ 1_3 цифрăсем çырнă картлашкасем çине. Ахăртнех, вĕсен хăвăртрах ÿсес килчĕ ĕнтĕ çакăн хыççăн. Çÿлерех асăннă учреждение каякан С.Буинцев “Чи çамрăк спортсмен” номинацире медале тивĕçлĕ пулчĕ. “Чи опытлă спортсмен” номинацин çĕнтерÿçи вара _ Енĕш Нăрвашри Ф.Григорьев.
VIP-чупура хĕрарăмсенчен _ Л.Михайлова ?“Тăвайри кооператив”/, Н.Староселец ?Тăвайри шкул/, Л.Симушкина ?выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци/, арçынсенчен Н.Сормов ?Тăвай ял тăрăхĕ/, В.Павлов ?Тăвайри библиотека/, О.Ломоносов ?район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ/ малтанхи виçĕ вырăна тухрĕç.
Пĕтĕм Раççейри “Наци кросĕ_2017” чупу Тăвай енре тивĕçлĕ шайра иртрĕ. Ăмăртусене чупма юратакансем чылайăн хутшăнчĕç. Кашни дистанцири, кашни ÿсĕмри çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсем парса хавхалантарчĕç. Пурин хушаматне те асăнайманшăн кÿренмеççĕ пулĕ вулакансем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"