Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Професси карьери аслă шкултан пуçланать

07 июля 2017 г.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ паян мĕнле аталанать-ха; Абитуриентсене тата ашшĕ-амăшне мĕнле ыйтусем хумхантараççĕ; Çак тата ытти ыйтусем çине университет ректорĕ, Раççей Федерацийĕн аслă професси вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Андрей Александров хуравлама кăмăл турĕ.
-Андрей Юрьевич, аслă вĕренÿ заведенине вĕренме кĕме шухăшлакансемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ. Каласа парăр-ха тархасшăн, çамрăксем мĕнле специальноçсене хальхи вăхăтра ытларах ыйтаççĕ;
-Çак кунсенче федераци ĕç служби Раççей предприятийĕсенче çителĕксĕр професси представителĕсене асăнчĕ, вĕсем - инженери отраслĕн специалисчĕсем. Кунсăр пуçне 2017 çулта ĕç паракансем ытларах чухне наукăпа техникăри тата гуманитаринчи чи пысăк квалификаци профессионалĕсене ыйтни палăрать.
-Аслă вĕренÿ заведенине вĕренме пыракансем вара хăш профессипе ытларах интересленеççĕ;
-Техника енĕн сумĕ ÿссе пыни палăрать. Мĕншĕн тесен çакăн пек специальноçпа вĕренсе тухакансен тивĕçлĕ ĕçе вырнаçма тата япăх мар ĕç укçи илме шанăç пысăк.
Абитуриентсем медицина тата фармацевтика специальноçĕсене кăмăллаççĕ. Яланхи пекех экономист, юрист, менеджер, маркетолог профессийĕсем илĕртÿллĕ. Кунта вара çакна палăртса хăварма тивет. Хальхи вăхăтра кун пек специальноç илнисем пайтах. Çакă вăл вĕренсе тухакансем ĕç тупайманни пирки каламасть, ĕçе вырнаçма кăна йывăртарах пулма пултарать. Юрăхлă ĕç шырама вара студент çулĕсенченех тытăнас пулать: ĕç паракансен вакансисен ярмăрккисемпе мастер-класĕсене çÿремелле, наука тĕпчевĕсене тата проектсен ĕç-хĕлне хутшăнмалла, производство практики вăхăтĕнче хăйсене лайăх енчен кăтартма тăрăшмалла.
Историпе, филологипе, ют çĕршыв чĕлхисемпе, журналистикăпа интересленекенсем сахалах мар. Пирĕн ĕç паракан партнерсем хăйсен пулас сотрудникне анлă тавракурăмлă курасшăн. Компьютер техникипе, тĕрлĕрен программăсемпе ĕçлеме пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Университет вĕренÿ программисен анлă спектрне сĕнет. Вĕсем пирки вĕренме кĕрекенсем, ашшĕ-амăшĕ тата учительсем университетăн сайтĕнче ?chuvsu.ru/ пĕлме пултараççĕ. Чăваш патшалăх университечĕ Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕн общество аккредитацийĕ витĕр тухнă 100 аслă вĕренÿ заведенийĕ шутне кĕрет. 2016 çулта вĕренĕвĕн “Экономика”, “Менеджмент”, “Финансы и кредит”, “Химия”, “Химическая технология”, “Энерго- и ресурсосберегающие процессы в химической технологии, нефтехимии и биотехнологии”, “Фармация” программисем пĕтĕм тĕнчери профессипе общество аккредитацийĕ витĕр тухнă.
-Питĕ аван. Калăпăр, шкултан вĕренсе тухакан хăйне валли пулас професси суйласа хунă тейĕпĕр. Вăл хăш вĕренÿ заведенине суйласа илнинчен килет вĕт-ха унăн малашлăх карьери те;
-Абитуриентсен, вĕсен ашшĕ-амăшĕн суйласа илнĕ вĕренÿ заведенийĕн студенчĕ- семпе, преподавательсемпе тата çакăнтан вĕренсе тухнисемпе канашласа пăхни пăсмĕ. Вĕренÿ корпусĕсенче, общежитире пулса курма, университетăн партнер организацийĕсене экскурсие кайма сĕннĕ пулăттăм. Хальхи вăхăтра кун пек майсем пур. Университет студенчĕсем предмет олимпиадисене, ăс-тăн конкурсĕсене хутшăнаççĕ-и, кăтартусем еплерех, вĕренÿ заведенийĕн индустри партнерĕсемпе йĕркеленĕ база кафедрисемпе пĕрлехи лабораторисем пур-и, спорт тата культурăпа социаллă лару-тăру мĕнле шайра, стипендисем тĕлĕшпе хавхалантармалли майсем мĕнле; Çак ыйтусемпе те интересленсе пăхма сĕнесшĕн.
-Абитуриентсенчен кирек хăшĕ те бюджет уйрăмне вĕренме кĕресшĕн. Çакна ăнланмалла та.
-Юлашки çулсенче патшалăх инженери специальноçĕ çине пысăк тимлĕх уйăрни пирки маларах палăртрăм ĕнтĕ. Çавăнпа та техника факультечĕсенче бюджет вырăнĕсем те ÿссе пыраççĕ. Кăçал Чăваш патшалăх университетне уйăрнă 1300-е яхăн бюджет вырăнĕнчен 545-шĕ информатикăпа шутлав техникин, энергетикăпа электротехникăн, радиоэлектроникăпа автоматикăн, прикладной математикăн, физикăпа информаци технологийĕсен, машиностроенипе строительство факультечĕсене тивет. Унсăр пуçне хатĕрлевĕн чылай енĕпе тĕллевлĕ йышăну квотисене пăхса хунă. Тĕллевлĕ йышăну валли ĕç тăвакан влаç органĕсемпе е предприятисемпе тата организацисемпе килĕшÿ тăваççĕ.
-Стипенди - студент пурнăçĕнче пĕлтерĕ-шлисенчен пĕри. Чăваш патшалăх университетĕнче унăн виçи мĕн чухлĕ-ши;
-Бюджет мелĕпе вĕренекенсен вăл 1800 тенкĕпе танлашать ?çав вăхăтрах Раççейри аслă вĕренÿ заведенийĕсенчи бюджет уйрăмĕсенче 1340 тенкĕ/. Вĕренÿре ăнăçлă ĕлкĕрсе пыракансем пысăкрах стипендие тивĕçеççĕ. Сессие пĕтĕмпех “пиллĕкпе” вĕçлекенсен стипендийĕ 2700 тенкĕ. Экзаменсене “питĕ лайăх” тата “лайăх” паллăпа тытнисен вăл 2250 тенкĕпе танлашать.
Анчах та çакă кăна мар. Обществăлла ĕçре хастаррисене хушса хавхалантарма пăхнă: наукăри тĕрлĕ çитĕнÿсемшĕн, олимпиадăсене тата университетăн культурăпа спорт пурнăçне хутшăннăшăн. Активистсене ÿстернĕ стипенди ?4000 тенкĕ/ тÿлетпĕр.
Кунсăр пуçне активист-студент тĕрлĕ-рен ятарлă стипендисене те, вăл шутра университетăн попечительство канашĕн стипендине те тивĕçме пултарать.
-Нумай абитуриентшăн аслă вĕренÿ заведенине суйласа илнĕ чухне тĕрлĕрен социаллă гарантисем пурри пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Общежитине вырнаçтарассинех илер. Çакăн пирки мĕн каланă пулăттар;
-Пирĕн университетăн хальхи инфратытăмĕ пурнăç шайне тивĕçтерет: вĕренĕвĕн 20 корпусĕ, 900 вырăнлă Культура керменĕ пур. Университетăн санатори-профилакторийĕнче çуллен 1000 студент хăйсен сывлăхне çирĕплетет. Спорт комплексĕ 5000 тăваткал метр лаптăк йышăнать. Университетăн наука библиотеки - республикăра чи пысăкки. Столовăйсемпе буфетсем пĕтĕмĕшле 1000 вырăнлăх.
Кăнтăрлахи уйрăма ытти хуларан вĕренме килнисене общежитисене вырнаçтаратпăр. Чи малтанах - социаллă хÿтлĕхсĕррисене. Палăртса хăварасшăн, вĕренекенсенчен ытларахăшĕ общежитие тивĕçет. Вĕсем вара хăтлă. Иртнĕ çул эпир 7-мĕш номерлĕ общежитие тĕпрен юсарăмăр. Ыттисенче те юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
-Вĕренÿ заведенийĕ вăл - вĕренÿ кăна мар вĕт-ха. Студент пурнăçĕнче интересли занятисем хыççăн та пайтах...
-Студент çулĕсем чи хаваслă та телейлĕ тапхăр.
Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсен хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарма майсем çителĕклĕ. Калăпăр, спорт енĕпе. Спорт клубĕнче 18 секци ĕçлет. Факультетсемпе общежитисен спартакиадисене ирттеретпĕр, пĕрремĕш курсра вĕренекенсем уйрăммăн ăмăртаççĕ. Футбол, хоккей, баскетбол енĕпе командăсем йĕркеленĕ. Вĕсем Раççей шайĕнче те çитĕнÿсем тăваççĕ. Умлă-хыçлă икĕ çул ĕнтĕ университетăн пĕрлештернĕ команди республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсен универсиадинче çĕнтерчĕ.
Иртнĕ çул университетра ГТО нормисене пама хатĕрленмелли студи уçăлчĕ. Спортзала хальхи оборудовани вырнаçтарнă. Студентсем ГТО нормисене пама çакăнта хатĕрленеççĕ.
Пултарулăх енĕпе те ăнтăлмалли çук мар. Хамăрăн Культура керменĕнче конкурссем ирттеретпĕр. Сăмахран, “Стань звездой”, “Мистер и Мисс ЧГУ” тата, паллă ĕнтĕ, пурте кăмăллакан “Студенческая весна” фестиваль. 
Наукăна парăнтарас текенсемшĕн университетра 15 конструктор бюровĕ йĕркеленĕ. Конференцисем тăтăшах хатĕ-рлетпĕр. Пулас ученăйсем хăйсен тĕпчевĕ-семпе çĕршыври ытти вĕренÿ заведенийĕ-сене кайса паллаштараççĕ. Олимпиада юхăмĕ те анлă сарăлнă. Нумаях пулмасть юридици факультечĕн иккĕмĕш курс студенчĕсем Раççейри академи ушкăнĕсем хушшинче чи лайăххисем пулса тăчĕç. Кунпа эпир чăннипех те мухтанма пултаратпăр.
-Наукăри çитĕнÿсем те хăш вĕренÿ заведенине суйласа илесси çине витĕм кÿ-ме пултараççĕ вĕт;
-Паллах. Аслă вĕренÿ заведенийĕн преподаватель ĕçĕ-хĕлĕпе кăна çырлахса пурăнмалла мар. Çавăн пекех ăслăлăх ĕçне те хутшăнмалла.
ЧПУ - республикăри чи пысăк наукăпа вĕрентÿ центрĕ. Кунта наукăпа педагогикăн 22 шкулĕ, диссертацин 4 канашĕ, аспирантура тата докторантура ĕçлеççĕ. Наукăпа тĕпчев ĕçĕсене 97 кафедрăпа 22 лабораторире ирттереççĕ.
Пирĕн университет никĕсĕ çинче транспорт тата ял хуçалăх машиностроенийĕн Шупашкарти инжиниринг центрне туса хунă. Çак проекта пурнăçа кĕртме вĕренÿ заведенине 100 млн тенкĕ уйăрса панă. Иртнĕ çул вĕçĕнче университет акционерсен “Чебоксарское производственное объединение имени В.И.Чапаева” обществипе пĕрле Раççей Вĕренÿ тата наука министерствин конкурсĕнче çĕнтерсе 99 млн тенкĕ грант илме пултарчĕ.
-Вĕренÿ заведенийĕ тĕнче шайĕнче хутшăнусем йĕркелени - аслă шкулăн ăнăçлă аталанăвне палăртакан тĕп ен.
-Питĕ тĕрĕс сăмахсем. ЧПУ тĕнче шайĕ-нчи çыхăнусене çирĕплетесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Пирĕн партнерсем хушшинче - Итали, Испани, Канада, Беларусь, Армени, Германи, Казахстан, Норвеги тата ытти çĕршывсен аслă вĕренÿ заведенийĕ-сем. Юлашки 5 çул хушшинче университетăн 700 ытла студенчĕ, аспирантсемпе преподавательсем ют çĕршывсенчи вĕренÿ заведенийĕсенче пулчĕç.
2015 çултан Чăваш патшалăх университечĕ Китай ĕçтешĕсемпе тачă хутшăнма пуçларĕ. Кун пек хутшăну килĕшĕвĕсене 9 йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн студентсенчен хăшĕсем Аньхой, Гуйжоу, Сычуань провинцийĕ-сенче пĕлÿ илеççĕ. Кунсăр пуçне Китайри вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕ-семпе ученăйĕсем пирĕн пата вĕренме тата вĕрентме килеççĕ. Университетра Китай культура тата вĕренÿ центрĕсене йĕркеленĕ.
-Андрей Юрьевич, тавах ыйтусем çине тĕплĕ хуравланăшăн.
-Калаçушăн хăвăра та тавтапуç. Шкултан вĕренсе тухакан яшсемпе хĕрсене хăйсене килĕшекен професси суйласа илсе карьера картлашки тăрăх ăнăçлă хăпарса пыма сунатăп. Ку тĕлĕшпе вара наукăпа вĕрентÿре пысăк çитĕнÿсем тунă, йăла-йĕркене çирĕп тытса пыракан аслă шкул суйласа илни те пĕлтерĕшлĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика