18 июля 2017 г.
Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетĕнче вĕренÿ валли палăртнă тăкаксен статйи чи пысăкки шутланать, унăн калăпăшĕ 15 миллиард ытла тенкĕпе танлашать. Асăннă регионра шкул инфратытăмне аталантарсах пыраççĕ. Пирĕн хуласемпе районсенче 2025 çул тĕлне пĕтĕмпе 33 шкул тума тата юсаса çĕнетме палăртнă. Ку вăл - ачасене вĕрентмелли хальхи вăхăтри чи çÿллĕ шайри пахалăх стандарчĕсене тивĕçтерекен 16,5 пине яхăн вырăн.
Чăваш Енри шкулсем кашни çулах çĕршыври пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан чи лайăх организацисен шутне кĕреççĕ. Раççейри чи чаплă 200-ТОП ял шкулĕ шутĕнче пулма республикăри 8 вĕренÿ заведенийĕ тивĕçлĕ пулнă. Пирĕн çĕршыври шкул - ачасемпе çамрăксене культурăпа ăс-хакăл воспитанийĕ паракан сăваплă вырăн. Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче Чăваш Енри ăс-хакăл тата кăмăл-сипет хутшăнăвĕсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрĕç.
Пирĕн район админи-страцийĕн вĕрентÿ пайĕ кăçал ултă уйăхра “Вĕренĕ-ве 2014-2020 çулсенче аталантарасси” программăна малалла пурнăçа кĕртессипе тăрăшнă. 21 вĕренÿ организацийĕ ĕçлет Тăвай енре, çав шутра пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 10 шкул, шкулчченхи пĕлÿ паракан çичĕ учреждени, тепĕр тăватă организаци ачасене хушма пĕлÿ парас енĕпе тимлет. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 10 шкулта пурĕ 1547 вĕренекен партăсем хушшине ларĕç кăçал. Асăннă организацисем вĕрентме лизенци илнĕ. Кăçал патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче - вырăс чĕлхипе те, математикăпа та выпускниксем ырă тĕслĕх кăтартнă.
2016-2017 вĕренÿ çулĕнче 22 ялти 454 ачана 11 автобус пĕлÿ илме тĕп шкулсене турттарнă. Шкулсен автобусĕсем валли 24 маршрут йĕркеленĕ, вĕсен кашнинех тахографсемпе ГЛОНАСС спутник навигаци системи пур.
Районти вĕренÿ учрежденийĕсенче - 177 педагогика ĕçченĕ, çав шутра 162 учитель хăйсен пĕлĕвне парĕç ачасене.
Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕччен Тăвай енри шкулсенче кăнтăрлаччен пулмалли сывлăха çирĕплетекен 12 лагерь, профильлĕ çичĕ отряд ĕçленĕ. Çакăн хыççăн Тăвай енри вĕренÿ организацийĕ-сенче Пĕлÿ кунне хатĕрленме пуçланă.
Çак тĕллеве епле пур-нăçланипе кăсăкланса нумаях пулмасть район центрĕнчи шкулта пултăмăр. Хăнăхнă çулпах утрăм, ачасен хаваслă сассисем илтĕнме пуçларĕç кĕçех. “Халь çумăр çумасть те вĕренекенсем чечексен клумбисене çумкурăкран тасатаççĕ пулас”, - вĕçрĕ пуçра шухăш. Çывăхарах пытăм та, Тăвайри вăтам шкулта 27 çул чăваш чĕлхипе, литературипе пĕлÿ паракан Галина Алексеевна Степанова практикăна çÿрекен саккăрмĕшсем, чăнах та, çумлаççĕ иккен. “Вăй патăр”, -сăмах хушрăм вĕсене. “Кунтан кĕрейместĕр, халь çулла алăка питĕрнĕ”, - пĕлтерме васкарĕ хăюллăрах арçын ачи. Пĕр-иккĕшĕ уççи илме шкула чупрĕç. “Пиллĕкĕмĕш кун эпир практикăра. Купăста, помидор йăранĕсене çумкурăкран тасатса тухрăмăр, паян чечексене тирпейлетпĕр ав, ыран хамăр ĕçе вĕçлетпĕр”, - хăйсем пирки каласа кăтарĕ Г.Степанова учительница. Вĕренекенсем, уççи илсе килсе, хăвăртах уçса кĕртрĕç, пахчана кĕмелли урăх алăк шырамалла пулмарĕ. Çав самантра пирĕн йыша шкул директорĕ Вера Михайловна Кириллова та хушăнчĕ.
-Сывлăх сунатăп. Кăмăл-туйăмсем лайăх-и пурин те; - сывлăх сунчĕ вăл.
-Аван, - пулчĕ хурав.
Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕ-рленнипе хаваспах паллаштарма тытăнчĕ коллектива ăнăçлă ертсе пыракан. Вĕрентÿри ăнăçусемшĕн хисеплĕ ята тивĕçлĕ пулнă вăл. Кăçал республикăри “Çулталăкри чи лайăх хĕрарăм-директор” конкурсри пĕр номинацире çĕнтернĕ Вера Михайловна. Педагогикăри ĕç стажĕ 40 çула яхăн унăн.
-Пĕлÿ ăса кăна мар, чуна та ырă хăват пиллет, тет Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Питĕ лайăх шухăш. Вĕренĕве хывакан инвестицисем хăйсен ырлăхне кÿреççĕ. Педагогсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕ, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçленипе, Чăваш Енри пĕчĕк районти пирĕн шкул Раççейри чи лайăх организацисен рейтингне кĕме пултарнă 2015 çулта. Ку пире тата лайăхрах ĕçлеме хавхалантарнă. Кăçал Тăвайри вăтам шкулта пурĕ 71 çын ачасене пĕлÿ пама пулăшĕ, вĕсенчен 46-шĕ педагогикăра вăй хурĕç. Пуçласа шкула çÿреме пуçлакансенчен икĕ класс пулать, икĕ çамрăк вĕрентекен хушăнать пирĕн йыша. Вĕрентекенсен конференцийĕ пулать кĕçех. Эпир Пĕлÿ кунне хатĕр, тесен те йăнăш мар. Классенче сăрласа юсассине вĕçленĕ. Столовăйĕнче тата картлашкасене илем кĕртеççĕ хальхи вăхăтра, ку енĕпе юлашки ĕçсем тăваççĕ работниксем, - лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ Вера Михайловна.
Шкул пахчине юмах тĕнчипе танлаштарма пулать. Купăста, помидор, хăяр аван çитĕ-ннĕ, парник те пур. Унтан инçех те мар тепĕр кану вырăнĕ йĕркелесшĕн, чечексем илем кÿреççĕ ĕнтĕ таврана. Цементпа вак чултан тăракан ?бетон/ плиткăсем хатĕр, вĕсене вырнаçтарасшăн палăртнă лаптăк йĕри-тавра тата лармалли саксем те пулĕç. Улмуççисем те пур пахчара. Вĕсем чылаях çитĕннĕ, шкул уçăлнă чухне лартнă тирексем çинчен те куç илес килмест. Фонтан типĕ сывлăша уçăлтарать.
Столовăйĕнче виçĕ хĕрарăм вăй хуратчĕ. Пĕри партăсем хушшине улăхса тăнă та маччана шурă тĕспе сăрлать, тепĕр иккĕшĕ пулăшаççĕ. Лариса Андреева, Татьяна Александрова, Татьяна Павлова поварсем çĕртме уйăхĕнче лагерьсенчи ачасене тĕрлĕ блюдăсемпе сăйлассине вĕçленĕренпех юсав ĕçĕнче тăрмашаççĕ.
Пĕр енчи картлашкасене сăрласа пĕтернĕ, шăпах тепĕр енче вăй хуратчĕç çуртри тасалăхшăн тăрăшакансем. Мария Иванова, Вера Лаптина, Зоя Андреева, Галина Ланевич техслужащисен кăмăл-туйăмĕ лайăхчĕ, хаваслă кулăпа хавхаланса сăрлатчĕç вĕсем картлашкасене. “Ĕçĕр ăнса пытăр”, - тесе сывпуллашрăм хĕрарăмсемпе. “Ăнать, кĕçех вĕçлетпĕр сăрлассине”, - терĕç харсăрскерсем. Çапла утать малтан-малалла кăçалхи юпа уйăхĕнче 155 çул тултаракан шкул.
Районти вĕрентÿ пайĕн чи кирлĕ ĕçĕсенчен пĕри, паллах - вĕренекенсене пахалăхлă тата эффективлă пĕлÿ парассине лайăхлатасси. Çавăн пекех вĕренÿ организацийĕсенчи кадрсен йышне çамрăклатса çĕнетессипе тимлеççĕ, шкулсен пурлăхпа техника базине çирĕплетсех пыраççĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"