23 мая 2017 г.
Учитель ĕçĕн пĕлтерĕшне хак пама сăмах та çитес çук пулĕ. Шкул çулĕсене куç умне кăларсан, чи малтанах пĕрремĕш вĕрентекенĕн ырă сăнарĕ тухать. Унăн ĕçĕ пуринчен те йывăрри пулĕ тесе шухăшлатăп. Вĕт, вулама, çырма, шутлама, лара-тăра пĕлмен шăпăрлансене пĕлỹ тĕнчинче малтанхи утăмсем тума, ырăпа усала уйăрма, тỹрĕ те ырă чунлă пулма, туслăха упрама тата ыттине те вĕрентмелле. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх, çирĕплĕх, ăнтăлу кирлĕ. Ачасен шухăш-кăмăлне пĕл-се вĕренĕве, класс тулашĕ- нчи ĕçсене йĕркелеме тăрăшать Тĕмерти вăтам шкулти Елена Ивановна Романова. Пĕрремĕш категориллĕ педагог вăл, “Раççей шкулĕ” программăпа йĕркелесе пырать пуçламăш классенчи ачасен вĕрентỹпе воспитани ĕçне. Елена Ивановна - районти ăста учительсенчен пĕри. Унăн ĕç опычĕпе ытти шкулти ĕçченсем те паллашаççĕ. Тăтăшах уçă уроксем парать вăл. Çавăнпа иртнĕ çул районта “Уçă урок” методика фестивалĕнче çĕнтернинчен тĕлĕнмелли çук пулĕ тетĕп. Маларахри çул “Чи лайăх класс ертỹçи” конкурс призерĕ пулнă. Е.И.Романован учитель пулас ĕмĕчĕ пуçламăш классенчех çуралнă. 1988 çулта Шупашкарти педагогика институтне кĕнĕ. Дипломлă хĕре тăван кĕтесрех хапăл йышăннă. Хăйне вĕрентнĕ учительсене професси ăсталăхне илме пулăшса пынăшăн ăшшăн тав тăвать вăл. Халĕ хăй çамрăксемшĕн ырă наставник. «Е.Романова тĕрлĕ методика мелĕсемпе пуянлатать урокĕсене. Ачасен тавракурăмне ỹстерме технологи хатĕрĕсемпе пĕлсе усă курать. Паян, информаци технологийĕсем пысăк хăвăртлăхпа аталаннă вăхăтра, ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене анлăн хускатать. Ача компьютер умĕнче мĕн тунине тĕрĕслесе тăмаллине, вĕсен психикине япăх витĕм кỹрекен вăйăсенчен сыхланмалли çинчен аса илтерсех тăрать», _ терĕ шкул директорĕн çумĕ Надежда Большова. Шкулта ĕçлеме Турриех çырнă пулĕ ăна. Кашни ача мĕнпе “сывланине” пĕлсе тăрать. Темиçе кун курмасанах чĕрине тунсăх пусать. Вĕсен вĕренỹри, ĕçри пултарулăхне ỹстерме уйрăмшарăн та, ушкăнпа ĕçлессине йĕркелет. Кашнин патнех чун уççийĕ пур унăн. Юлса пыракансем çук унăн класĕнче. Ырă та сăпай кăмăллăскере юратаççĕ ачасем.Тăрăшни ырă çимĕçĕпе савăнтарать вĕрентекене. Ăс-тăн вăййисемпе олимпиадăсенче, тĕрлĕ конкурссенче палăраççĕ вĕренекенĕсем. Кăçал та, акă, вырăс чĕлхипе призерсен йышĕнче пулнă. Виçĕм çул “Эпĕ - тĕпчевçĕ” проектра тарăн пĕлĕвне кăтартнă. “Асăрханăр, çулăм!” ỹкерчĕ-ксен районти конкурсĕнче, “Ăрусен астăвăмĕн эстафети” акцире, “Орнитологи марафонĕ” интернет-викторинăра тата ытти тупăшусенче пултарулăхĕпе палăрнă. Елена Ивановна ертсе пыракан “Будь здоров”, “Вежливые ребята” кружоксене юратса çỹреççĕ. Ачисемшĕн чунне пама хатĕр вĕрентекен патне ашшĕ-амăшĕ те туртăнать. Вĕсене спорт вăййисене, уявсене явăçтарать вăл. Музейсемпе театрсене пĕрле çỹ- рессине йĕркелет. Çитĕнỹсен çăлкуçне шкулпа çемье хушшинчи çыхăну çирĕп пулнинче те курать. Çемье телейне ялтах тупнă. Мăшăрĕпе Альберт Юрьевичпа хăтлă кил-çурт çавăрнă, 2 ача пăхса ỹстернĕ. Ывăлĕ çар профессине кăмăлланă, вĕренсе тухса ĕçлеме пуçланă. Хĕрĕ те аслă пĕлỹ илнĕ. Елена Ивановна общество пурнăçĕнче те пуçаруллă. “Единая Россия” партин пуçламăш уйрăмĕн секретарĕ, ял культурине ỹстерес ĕçре те хастарлăх кăтартать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"