26 мая 2017 г.
Çĕнтерÿ уявĕ - пуриншĕн те питĕ кĕтекен праçник. Ăна ватти те, вĕтти те чĕре çумне илсе йышăнать. Пĕр енчен майăн 9-мĕшĕ чăннипех çутă уяв - ирсĕрле фашистсене çапса аркатнă кун, тепĕр енчен çак кун стройпа салтаксем кăна мар, шкул ачисем те, ача сачĕ-сене çÿрекенсемпе ашшĕ-амăшĕ те утма пултараççĕ. Район центрĕнчи уявра хавхалануллă пулма вĕрсе каламалли оркестр чăннипех те пулăшрĕ. Вăрçă çинчен хывнă юрăсен кĕввисене мăнаçлă кăмăл-туйăмпа выляни кашнин чунне пырса тиврĕ пулĕ, чылайăшĕн куçĕ-сем те шывланчĕç. Мухтаннă пек ан пултăр та таврари районсенче пирĕнни пек оркестр çукрах пулĕ хальхи вăхăтра.
Оркестрне тытса тăнипе пĕрлех, çакăн пек сумлă уявсем умĕн выляма пĕлекенсене пухса репетицисем тумалла. Юрать-ха, районта пĕртен пĕр йĕркелÿçĕ - Илья Иванович Совин пур. Вăл вăхăтне те, укçи-тенкине те шеллемесĕр çак ĕçе пуçĕпех парăннă.
Кăçал та майăн 9-мĕшĕнче Тăвай ялĕ илемлĕ музыкăпа тулчĕ. Илья Совин ертсе пынипе унта музыка шкулĕнчен вĕренсе тухнă сумлă çынсем тата иккĕмĕш çул кунта ăсталăха ÿстерекен ачасем хастар хутшăнчĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"