Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван шкулăм, эс яланах асра…

26 мая 2017 г.

Тăван шкулăм, эс яланах асра…

Тăвайри вăтам шкулта ”Юлашки шăнкăрав” уяв йăлана кĕнĕ пек урамра, çурт умĕнче иртрĕ. Тунсăхлă янăрарĕ шăнкăрав, шанчăклă пуласлăха йыхăрчĕ çамрăксене.
Пурнăçăн пĕр тапхăрĕнчен, ачалăхран уйрăлса, кăсăклă, ытарлăхлă пуласлăхпа тĕл пулаççĕ çамрăксем паян. Шкул çулĕсем - арçын ачасемпе хĕрачасемшĕн вăл чи лайăх çулсем. Юлашки шăнкăрав вара _ иртсе каякан ачалăх уявĕ.
Шкул директорĕ В.Кириллова пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ. “Хаклă выпускниксем, сирĕн умри çул ăнăçлă, яка, вăрăм пултăр”, - терĕ Вера Михайловна.
Кăçал вунпĕрмĕш класран 47 хĕрпе каччă пĕлÿ илсе тухать, вĕсенчен 19-шĕ “Ылтăн шăнкăрав” премине илме тивĕçлĕ пулнă.
“Савăнăçлă тата хурлăхлă кун - шкулпа сывпуллашмалли вăхăт çитрĕ. Вăл сире пурнăçăн пĕрремĕш урокĕсене панă, йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхтарнă, тĕрлĕ тус-юлташпа паллаштарнă.
Вĕрентекенсем умĕнче вара çăмăл мар ĕçшĕн пуç таятпăр. Ачасене юратнăшăн, ялан оптимист пулнăшăн, творчествăллă ĕçĕршĕн тав тăватпăр. Хăвăр вĕрентнĕ ачасем сире яланах савăнтарччăр, телейпе ăнăçу кăна пултăр ялан выпускниксен. Ăнăçу тĕрлĕ пуçарусенче хавхалантарсах тăтăр. Ырă çул сире, выпускниксем. Экзаменсене лайăх паллăсемпе тытăр”, - тесе вĕçлерĕ уявра калаçăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке.
Тăвайри вунпĕрмĕш класран пĕлÿ илсе тухакансене Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Сормов, надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕ В.Михайлов, “Аль” спорткомплекс директорĕ А.Кириллов ăнăçу сунчĕç.
Выпускниксем шкулпа сывпуллашнине сăнлакан лайăх сценари хатĕрленĕ, вĕрентекенсене тав турĕç вĕсем тата ĕçĕсене тĕрлĕ номинацисенче хакларĕç, хăюсем çыхса ячĕç.
Выпускниксен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ В.Новикова тухса калаçрĕ, чылай ашшĕ-амăшĕ музыка презентацийĕпе паллаштарчĕ.
Классен ертÿçисене - И.Порфирьевапа Н.Гаврилована тимлĕ итлерĕç уяврисем, юлашкинчен тăвăллăн алă çупрĕç.
Пĕрремĕш классене вĕрентекенсен ячĕпе Л.В.Иванова учительница тухса калаçрĕ.
Юлашки шăнкăрав пама пĕрремĕш класри Л.Филипповпа В.Михайлова, В.Обаськинпа Я.Данилов выпускниксем тивĕçлĕ пулчĕç. “Тăван шкулăм, эсĕ ялан асра пулăн!” - тесе сывпуллашрĕç юлашкинчен уяврисем.
Тăрмăшри вăтам шкулта тăххăрмĕш класран кăçал 15 выпускник вĕренсе тухать. Шкул директорĕ С.Николаева хĕрсемпе каччăсене вĕренÿ çулне ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламларĕ, малашлăхра ăнăçу сунчĕ, чи юратнă профессисене суйлама сĕнчĕ.
Тăвайри психологипе педагогика, медицинăпа социаллă пулăшу паракан центр директорĕ В.Белова, Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Николаева, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Г.Павлов, Тăрмăшри шкулчченхи учреждени заведующийĕ Н.Ершова выпускниксемпе пĕрле савăнма кăмăл тунă. Пĕрремĕш класра вĕренекенсем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
Пĕрремĕш вĕрентекен Е.Матросова, класс ертÿçи Э.Михайлова тухса калаçнă хыççăн тăвăллăн алă çупрĕç.
-Пирĕн ачасем лайăх пĕлÿллĕ пулччăр тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшнăшăн тав сире, хаклă вĕрентекенсем, - терĕ ашшĕ-амăшĕ ячĕпе О.Капитонова.
Юлашки шăнкăрав М.Капитоновпа В.Матросова выпускниксем ?тăххăрмĕшсем/ тата Ю.Степановапа Д.Васильев (пĕрремĕ-шсем) пачĕç. Вĕсен пурнăçĕнче çутă çăлтăрсем кăна çутăлччăр, çулĕсем вара ырă пулччăр.
Чутей. -Хăвăртан яланах çирĕп ыйтăр, кашни утăма тăвас умĕн малтан лайăх шухăшлăр, - терĕ шкул директорĕ Алина Васильевна Гурина тăххăрмĕшсене ырă сунса. Экзаменсене ăнăçлă тытса тухма сĕнчĕ вĕренекенсене.
Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн представителĕ А.Сормова ачасене Тав çырăвĕсемпе савăнтарчĕ. Тăххăрмĕш класс пĕтерекен А.Куракин, И.Андреева, А.Шамбулина, В.Краснова тивĕçлĕ пулчĕç çак хисепе.
Чутей ял тăрăхĕн пуçлăхне Г.Куклова итленĕ хыççăн алă çупса тав турĕç тăххăрмĕшсем. Пĕрремĕш класра вĕреннĕ чухне пулнă савăнăçлă самантсене аса илчĕ З.Иванова учительница. Класс ертÿçи Н.Куракина тĕрĕслев витĕр лайăх тухма каларĕ вĕренекенсене. Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе С.Куракина ачисене лайăх воспитани панăшăн шкулта ĕçлекенсене тав турĕ.
Юлашкинчен тăххăрмĕшсем вальс çаврăнчĕç, кăмăл-туйăмне хумхатрĕç.
Ак, кĕтнĕ самант... Юлашки шăнкăрав янăрарĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика