06 июня 2017 г.
Республикăри Хĕрарăмсен канашĕ çулленех “Çулталăкри чи лайăх хĕрарăм - директор”, “Чăваш Енри чи çамрăк директор”, “Ялти хĕрарăм-предприниматель” конкурссенче тĕрлĕ сферăри чи пултаруллă хĕрарăмсене палăртать.
Раççей предпринимательлĕх кунне тата Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа çу уйăхĕн вĕçĕнче республикăри чи маттур та ĕçчен хĕрарăмсене чысланă.
“Çулталăкри чи лайăх хĕрарăм - директор” конкурсра “Пурнăç çулĕпе малашлăха шанса” номинацире Тăвайри вăтам шкул директорĕ Вера Михайловна Кириллова çĕнтернĕ, I степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Вăл пысăк тавракурăмлă, яваплăха туйса ĕçлекен ăста ертÿçĕ, ачасене чун-чĕререн юратакан, çынсене яланах пулăшма хатĕр хĕрарăм. Унра хастарлăх тапса тăрать тейĕн. Хăйĕнчен те, ĕçтешĕсенчен çирĕп ыйтать директор. Ахальтен мар Тăвай шкулĕ Раççей шайĕнче те лайăххисен йышĕнче. Вера Михайловнан педагогикăри ĕç стажĕ 40 çула яхăн.
“Пурнăçри тĕп тĕллев - малашлăха шанăçпа пăхса палăртнă ĕçсене вăхăтра, пахалăхлă пурнăçласси”, - тет вăл.
Чыслав хаваслă лару-тăрура Шупашкарта иртнĕ. Унта районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Татьяна Иванова та пулнă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"