28 апреля 2017 г.
Эпир 6-мĕш класра вун виççĕн: 4 хĕр ача, 9 арçын ача. Тăрăшса вĕренетпĕр. Спортпа та туслă. Ытларахăшĕ çăмăл атлетикăна, йĕлтĕрпе чупма, шывра ишме юратать. Руслан Димитриев, Родион Яковлев, Татьяна Карпова шкулта çеç мар, районта ирттерекен ăмăртусенче те час-часах малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Арçын ачасем футбол, баскетбол вăййисене кăмăллаççĕ. Нумаях пулмасть республика шайĕнче ирттернĕ мини-футбол турнирĕнче 3-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç. Баскетболла выляса районти командăсем хушшинче пĕрремĕш пулчĕç.
Хĕр ачасем юрлама, ташлама ăста.
Вĕренÿ программипе килĕшÿллĕн кашниех проектсем çыртăмăр. Биологи, экологи, географи, математика тата вырăс чĕлхипе литература предмечĕсемпе мультимедийлă презентацисем туса жюри членĕсем умĕнче хамăрăн ĕçсене хÿтĕлерĕмĕр.
-Пур проект та интереслĕ, _ пулчĕ вĕсен енчен хаклавĕ.
Юлашкинчен И.А.Крыловăн юптарăвне лартса патăмăр. Малалла та проектсем хатĕрлеме, тĕпчев ĕçĕсене хутшăнас кăмăл çуралчĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"