05 мая 2017 г.
Тăвайри вăтам шкулта кадет класĕ уçăлнăранпа унта вĕренекенсем çуллен тенĕ пекех район, республика шайĕнчи тĕрлĕ енлĕ тупăшусенче малти вырăнсене йышăнаççĕ.
“Чи лайăх кадет” смотр-конкурса хутшăнса 9 класри Кристина Григорьева пысăк çитĕнÿ тунă - “Раççей ветеранĕсен союзĕ” общество организацийĕн регион уйрăмĕн йышăнăвĕпе “Тăван çĕршывăн çамрăк хÿтĕлевçи” кăкăр çине çакмалли паллăна тивĕçнĕ.
К.Григорьева пур енĕпе те ырă тĕслĕх вырăнĕ-нче. Кашни предметпах “пиллĕк” паллăсем унăн, олимпиадăсенче те çĕнтерÿçĕсемпе призерсен шутĕнче. Çирĕп кăмăлĕпе, палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçланипе палăрса тăрать. Тĕрлĕ предметпа муниципалитет олимпиадисенче çĕнтернĕ.
Çулленех Çĕнтерÿ кунĕнчи смотр-конкурсра кадетсем хăйсен строй хатĕрленĕвĕ çÿллĕ шайра пулнине кăтартса параççĕ, хавхалануллă кăмăл-туйăмпа таврăнаççĕ “Зарница” çарпа спорт вăййисенчен те, республикăра та район чысне ăнăçлă хÿтĕлеççĕ. Ал ĕç ăсталăхĕпе те тĕлĕнтерет хастар кадет. Кăçал “Мир” банк карттин чи лайăх дизайнĕ” республикăри конкурсра унăн ÿкерчĕ-кне чи лайăххи тесе хак панă. Кристина Григорьева пĕлтĕр Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине, “Артек” лагерьте канма тивĕçлĕ пулнă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"