20 января 2017 г.
Кăрлачăн 16-мĕшĕнче Тăрмăш шкулĕ 133 çул тултарчĕ. Кунта ĕçлекенсемпе вĕренекенсем çак куна уявлассине йăлана кĕртсе тăваттăмĕш çул ĕнтĕ "Тăрмăш шкулĕн кунĕ!" тесе праçник евĕр анлăн паллă тăваççĕ. Ку мероприяти ачасене тăван тавралăха упрама, шкул историне асра тытма, учительсене хисеплеме вĕрентет.
Асăннă кун тĕлне шкулта унăн историйĕпе паллаштаракан стенд тунă, библиотекăра "Манăн шкулăн историйĕ" кĕтесе ял тата шкул çинчен пичетленнĕ материалсене вырнаçтарнă. Малтанах хаваслă линейка иртрĕ. Унта ачасем шкулпа çыхăнтарса юрăсем юрларĕç, ташăсем ташларĕç. Уяв апачĕ хыççăн пурте шкулти хоккей площадкине тухрĕç. Кунта шорт-трек енĕпе 2-9 классен ачисем виçĕ ушкăна пайланса 3-шер, 5-шер çаврăм чупса ăмăртрĕç (сăн ỹкерчĕкре чи маттуррисем). Вĕсене куракансем хыттăн кăшкăрса хавхалантарчĕç. Çĕнтерỹçĕсен йышĕнче - Семен Семенов (3 кл.), Полина Шакина (4 кл.), Павел Шакинпа Дарина Андреева (6 кл.), Юрий Лисов (8 кл.), Валерия Матросова (9 кл.).
"Манăн шкул историйĕ" конкурс йĕркелени те ачасемшĕн çĕнĕлĕх пулчĕ. Унта хутшăнакансен шкул историйĕпе çыхăннă 20 ыйту çине ответлемелле. Вĕсене тĕрĕс хуравлас тесе вырăнти тĕпчевçĕсем кăларнă кĕнекесене вуласа тишкерчĕç. Шкул мĕнле йĕркеленсе кайни, малтанхи учительсем камсем пулни, кам чи малтан аслă пĕлỹ илни, пĕрремĕш директор кам пулни кăсăклантарчĕ. Тата пирĕн шкулăн символ-герб пур. Ачасен çав гербăн элеменчĕсене ăнлантарса памалла пулчĕ.
Çивĕч конкурсра "Шкул историне чи лайăх пĕлекен" ята 7 класс хĕрачи Ангелина Ялугина тивĕçрĕ. Ангелина "5" паллăсемпе кăна вĕренет. Кăçал район олимпиадисене хутшăнчĕ, нумай предметпа çĕнтерỹçĕ е призер пулчĕ. Дарья Чичканова (7 кл.), Павел Корнилов (6 кл.) 2-3 вырăнсене йышăнчĕç.
В.СИДОРОВ,
истори учителĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"