20 января 2017 г.
Раççей Федерацийĕн Правительствин 2016 çулхи августăн 17-мĕшĕнчи 1726-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн 2017 çул тĕлне республикăри шкулсене çĕнĕ 16 шкул автобусĕпе тивĕçтернĕ, çав шутран çиччĕшĕ - 17 вырăнлă Ford, пиллĕкĕшĕ - 23 вырăнлă ПАЗ тата тăваттăшĕ - 20 вырăнлă ГАЗ маркăллисем.
Автобуссем çине ГЛОНАСС спутник навигацийĕн системи тата тахографсем вырнаçтарнă. Асăннă автобуссемпе 2007 çулта кăларнă кивĕ автобуссене улăштарнă тата çĕнĕ маршрутсем те уçнă. Çĕнĕ автобуссене 14 муниципалитета уйăрса панă, çав шутра - пирĕн района та. 17 вырăнлă Ford маркăллă автобус Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкула тивĕçнĕ.
Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче шкул автобусĕсен паркĕ 336 единицăпа танлашать.
О.ЛОМОНОСОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"