Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кристинăн ĕçĕ - чи лайăххи

03 февраля 2017 г.

Кристинăн ĕçĕ - чи лайăххи

 

Раççейри "Мир" наци тỹлев системине 2014 çулта йĕркеленĕ. Тепĕр çулне Пĕтĕм Раççейри пултарулăх конкурсĕ ирттерсе "Мир" ята тата унăн логотипне палăртнă.

"Мир" тỹлев карттипе усă курасси Раççейре анлăн сарăлса пырать.

Чăваш Енре "Мир" тỹлев системине "Чувашкредитпромбанк" кредит организацийĕ те хушăннă, вăл 2016 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче 26 çул тултарнине паллă тунă. Çакă пулăмсене халалласа банк ỹнер шкулĕсенче вĕренекенсем хушшинче "Яланах пултăр мир!" темăпа ỹкерчĕксен конкурсне ирттернĕ.

Жюри Шупашкарпа Çĕмĕрле хулисенчен, Тăвай, Патăрьел, Пăрачкав, Çĕрпỹ районĕсенчен тăратнă 37 ĕçе пăхса тухнă.

Тăвайри ача-пăча искусствисен шкулĕнче вĕренекен Кристина Григорьеван ĕçне (ертỹçи Наталия Федорова) чи лайăххи тесе йышăннă.

Кристина тĕрлĕ шайри пултарулăх фестивалĕсемпе куравсене, конкурссене хутшăнса пĕрре çеç мар çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Пысăк çитĕнỹсемшĕн "Артек" лагере кайма тивĕç пулнă.

Иртнĕ кунсенче Банкăн тĕп офисĕнче тỹлев системин управленийĕн директорĕ А.Бородов К.Григорьевана Дипломпа конкурс призне парса хавхалантарнă.

Кристина ỹкерчĕкне часах "Мир" тỹлев системин картти çинче курăпăр апла.

С.ГЛУХОВА,

Тăвайри ача-пăча искусствисен шкулĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика