03 февраля 2017 г.
"Физкультура тата массăллă спорт" çул-йĕр енĕпе республика Раççей Федерацийĕн 85 субъекчĕ хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Республикăра пурăнакансем спортпа туслашма яланах хатĕр, вĕсем ăна чăннипех юратаççĕ. Ку ырă туртăма малалла та пулăшса пымалла, çамрăксен чунĕнче вăй илтермелле".
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран.
Çак кунсенче районти шкулсем хушшинче "Белая ладья" шахмат ăмăртăвне Элпуçпа Тăвай, Тăрмăшпа Мучар тата Тушкилпе ача-пăча тата çамрăксен центрĕн (ДЮЦ) командисем хутшăнчĕç. Кĕрешỹ малтанхи турсенченех çивĕч пуçланчĕ. Акă Тăрмăш шкулĕн хастарĕсем Н.Поликарповпа Н.Кадикин, Д.Звонаревпа А.Кадикина Тăвай шкулĕн командине 4:0 шутпа çĕнтерчĕç, иккĕмĕш турта та çав шутпах мучарсенчен выляса илчĕç.
Çапла нумайăшне тăрмăшсем чемпионсем пулса тăрасси пĕртте иккĕлĕнтермерĕ пулĕ. Анчах виççĕмĕш вăйă чемпион шăпине татса пачĕ. Тăрмăшсем ДЮЦ шахматисчĕсемпе тĕл пулчĕç. Вăл вара малта пынă команда 1,5:2,5 шутпа выляса янипе вĕçленчĕ. Çакăн хыççăн та тăрмăшсем çухалса каймарĕç, хăйсен ăсталăхне кăтартса Тушкил командине 2,5:1,5 шутпа парăнтарчĕç. Пиллĕкмĕш тур тăрмăшсемшĕн ăнăçлах пулаймарĕ. Васкани те сисĕнчĕ, тимлĕхе çухатни те. Вĕсем Элпуç шкулне 1:3 шутпа выляса янă хыççăн, Тăвай командипе пĕрешкел очко пухса виççĕмĕш вырăна тухрĕç.
Тăвай командин йышĕнче - Н.Степанова, А.Ивановпа Д.Синяков тата Д.Петров. Элпуçсем иккĕмĕш вырăнта. Çак ушкăнри А.Семенов, А.Антонов шахматистсен ăсталăхне палăртмалла. М.Сербинпа Р.Яковлева та юлташĕсенчен пĕртте кая мар вылярĕç.
Тушкил командине асăнмасăр иртме çук. Вĕсем те Тăрмăшпа Тăвай командисем пекех пĕр пек очко пухрĕç пулин те, коэффициенчĕ пĕчĕкрех пулнăран пиллĕкмĕш вырăна юлчĕç. Кунта М.Матвеев ăста вылярĕ. А.Красновпа М.Николаева та интереслĕ комбинацисемпе савăнтарчĕç. С.Кузьминăн пултарулăхĕ ỹссе пыни çак турнирта та аван курăнчĕ.
Мучар командишĕн А.Паранинпа В.Кашмачков, Е.Паранинпа Д.Баданова вылярĕç. Тỹрех каламалла, мучарсем те шашка-шахмат турнирĕсене хутшăнсах тăраççĕ. Çамрăксен çак асамлă вăййа çирĕпрех алла илес шухăш-кăмăлĕ пысăк. Çавах та, пĕр-пĕрин хушшинче ытларах вылясчĕ. Паллах, учительсемпе те, аçăр-аннĕрсемпе те май килнĕ таран выляма тăрăшасчĕ. Шахмат литератури пирки те манас марччĕ. Вара кĕтнĕ çĕнтерỹçĕсем пулаççех...
Камсем-ха çĕнтерỹçĕсем?
Статья ятĕнченех паллă ĕнтĕ, ДЮЦ шахматисчĕсем - чемпионсем. Акă вĕсем командăри маттурсем - Софья Иванова, Кирилл Масленниковпа Егор Королев тата Артем Хвостов. Вĕсем çамрăксен центрĕн шашка-шахмат кружокне пĕр сиктермесĕр çỹреççĕ. Вĕсен вĕренỹри тата спортри ỹсĕмсемшĕн Л.Гурина директорпа М.Игнатьева методист савăнса тăраççĕ. Сăмах май каласан, паян кунти шашка уйрăмне - 38, шахмат вăййин ăсталăхне пухма - 23 арçын ачапа хĕр ача çỹрет. Çỹлерех асăннă вĕренекенсемсĕр пуçне Евгения Ильина, Артем Иванов, Данил Петровпа Даниил Синяков, Анастасия Павлова, Леонид Филиппов, Антон Михайлов тата Антон Сергеев шашкăпа та, шахматпа та вăйлă.
Чи пултаруллисем район чысне республикăра хỹтĕлĕç. Апла вĕсене ăнăçу сунар пулас ăмăртусенче.
В.ПАСТУХОВ,
"Белая ладья" турнирăн тĕп судйи, спорт мастерĕн кандидачĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"